Воропаев Василий Николаевич

Воропаев Василий Николаевич (1913 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Севастополь, Таврическая губерния[d]1981 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Винница[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.03.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Аякка вӗҫекен авиацин 6-мĕш авиаци корпусĕн 9-мĕш гварди авиаци дивизийӗн 4-мĕш гварди авиаци полкӗн отряд командирĕ, гварди капитанĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Василий Воропаев 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Севастопольре ӗҫҫын ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн ултӑ класне вӗренсе пӗтернӗ.

1934 ҫулта Воропаева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ.

1936 ҫулта вӑл Ворошиловград лётчиксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн 250-мӗш йывӑр бомбардировщик авиаполкӗнче хӗсметре тӑнӑ, «ТБ-3» ҫинче вӗҫнӗ.

1939 ҫулта Халхин-Голти ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Воропаевӑн полкӗ СССРӑн анӑҫ енне куҫма пуҫланӑ тата утӑн 9-мӗшӗ тӗлне Ворошиловград районӗнче пуҫтарӑннӑ.

1941 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнчен пуҫласа Воропаев ҫапӑҫу ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ.

Вӑл Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтӗнчи хупӑрланӑҫарсене ҫӗклӗвӗсене ҫитерме, тӑшман тылӗнчи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене бомбардировкӑлама хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи акан 16-мӗшӗнчен пуҫласа Воропаевӑн полкӗ СССРӑн Аякка вӗҫекен авиаци йышне кӗнӗ.

Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ.

1944 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 4-мӗш гварди авиаполкӗн (инҫе тӑвӑмлӑх) отряд командирӗ, 9-мӗш гварди авиадивийин (инҫе тӑвӑмлӑх), 6-мӗш авиакорпусӑн (инҫе тӑвӑмлӑх) гварди капитанӗ Василий Воропаев тӑшманӑн тылӗнчи стратеги объекчӗсене, унӑн ҫапӑҫу техникипе ҫын вӑйӗн пухӑнӑвӗсене бомбардировкӑлама 260 каҫхи ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командовани ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа героизмшӑн» гварди капитанӗ Василий Воропаева Ленин орденӗпе тата 3374 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне тивӗҫтернӗ.

Вӑрҫӑ вӗҫӗнче Воропаев Берлина бомбардировкӑлама хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл пӗтӗмпе 295 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑма малалла тӑснӑ.

1953 ҫулта майор званийӗнче Воропаев запаса тухнӑ.

Винницӑра пурӑннӑ.

1981 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче вилнӗ, Винницӑри Тӗп масарӗнче пытарнӑ.

Унсӑр пуҫне вӑл Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрсин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата темиҫе медальпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воропаев Василий Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Воропаев Василий Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Воропаев Василий Николаевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем