Воротынцев Иван Моисеевич

Воротынцев Иван Моисеевич (1920 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ, Мокрец[d], Воронеж кĕперни1957 ҫулхи акан 14-мӗшӗ, Мокрец[d], Курск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хӗрлӗармеец-автоматчик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.10.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 163-мĕш стрелоксен дивизийӗн 1318-мĕш стрелоксен полкӗн автоматчикĕ, хӗрлӗармеец.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Иван Воротынцев 1920 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Мокрец ялӗнче (хальхи вӑхӑтра — Курск облаҫӗн Горшеченски районӗ) ҫуралнӑ. Вӑл хресчен ҫемйинче ӳснӗ. Вӑл шкулта ултӑ класс вӗренсе пӗтернӗ, кайран колхозра ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑччен ӑна судпа айӑпланӑ, Печоржелдорлагӑн пӗр пайӗнче ларнӑ.

1943 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Воротынцева Хӗрлӗ Ҫарӑн хӗсметне Коми АССРӗн Кожвински районри ҫар комиссариачӗ чӗнсе илнӗ.

Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ. Вӑл Воронеж фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн 163-мӗш стрелок дивизин 1318-мӗш стрелок полкӗн автоматчикӗ пулнӑ.

Вӑл Киев облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.

1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Воротынцев Киевран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Гута-Межигорская ялӗ патӗнче нимӗҫсен пӗр дзотне пӗтерме хӑйӗн кӑмӑлӗпе тухнӑ. Вӑл блиндажа ҫывхарса гранатӑсемпе тӑшманӑн станок пулемёчӗн расчётне пӗтернӗ. Ҫакӑ яла ӑнӑҫлӑ ирӗке кӑларма пулӑшнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованин ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Иван Воротынцева Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ӑна Ленин орденӗпе 3351 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса чысланӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Воротынцева демобилизациленӗ. Вӑл тӑван енне таврӑннӑ, хуҫалӑхпа совет ӗҫӗсенче пулнӑ.

Вӑл 1957 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче вилнӗ.

Унӑн тепӗр темиҫе медаль пулнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воротынцев Иван Моисеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Воротынцев Иван Моисеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Воротынцев Иван Моисеевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем