Востриков Тимофей Иванович

Востриков Тимофей Иванович (1919, Чесноково[d], Демьяновское сельское поселение[d]1943 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ, Ивнянский район[d], Курск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.09.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 1-мĕш танк çарĕн 6-мĕш танк корпусĕн 12-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкӗн тупӑ тĕллекенĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулта нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче Чесноково ялӗнче (хальхи Ленинск-Кузнецки районӗ, Кемӗр облаҫӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. 7 класс вӗренсе пӗтернӗ, кайран колхозра ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта — 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа. Баку хулинче (хальхи Азербайджан) хӗсметре тӑнӑ.

Фронтра 1941 ҫултанпа. 1943 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче, Курск ҫапӑҫӑвӗ вӑхӑтӗнче, Верхопенье ялӗ (Ивнянски районӗ, Курск облаҫӗ) патӗнче тӑшман танкӗсен тапӑнӑвне хирӗҫ тӑнӑ чухне 5 танка персе ӳкернӗ. Нимӗҫ танкӗсем ҫывхарсан Востриковӑн тупӑ расчетӗ хӗрӗх нимӗҫ танкне хирӗҫ тӑнӑ. Ҫӑвӑнтах ҫӗртен нимӗҫ самолечӗсем персе тӑнӑ. Ҫапӑҫура расчетӑн пӗтӗм составӗ вилнӗ. Пӗччен юлса, йывӑр аманса сержант Востриков персе тӑма малалла тӑнӑ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл вилнӗ.

Верхопенье ялӗнче (хальхи Белгород облаҫӗ) пытарнӑ.

Астӑвӑм

Ҫапӑҫусем иртнӗ вырӑнта палӑк ларать — тупӑ тӗпӗ ҫӳлелле хӑпартнӑ танк. Унран инҫе мар, ҫывӑхри Верхопенье ялӗнче, Курск облаҫӗн Ивнянски районӗнче, салтака палӑк лартнӑ — тӑракан салтак аллинче каска тытать. Постамент ҫинче ҫырнӑ: «Кунта Совет Союзӗн Паттӑрне Тимофей Иванович Вострикова пытарнӑ». Ҫавӑнтах 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вилӗмсӗр тӑнӑ совет салтакӗсен чысне Мухтав обелискӗ лартнӑ.

Герой ячӗпе Ленинск-Кузнецки хулинче урама ят панӑ.

Ленинск-Кузнецкири 38-мӗш шкулӑн ҫар музейӗнче И. И. Куренкова халалланӑ пай пур.

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнчи Указӗпе сержант Востриков Тимофей Ивановича Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Востриков Тимофей Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Востриков Тимофей Иванович.
  3. ^ Востриков Тимофей Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем