Вотинов Степан Парфёнович

Вотинов Степан Парфёнович (1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ, Пермский уезд[d], Пермь кӗпӗрни[d]1943 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Мценский район[d], Орёл облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (04.06.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Брянск фрончĕн 3-мĕш çарĕн 186-мĕш стрелоксен дивизийӗн 227-мĕш уйрăм танксене пĕтерекен артиллери дивизионӗн тупӑ командирĕ, аслă сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Степан Вотинов 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Ларино ялӗнче (хальхи — Пермь Енӗн Карагай районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ.

Ашшӗ — Парфён (Порфирий) Андреевич, амӑшӗ — Евдокия Дмитриевна. Шкулӑн пилӗк класӗнче вӗренсе тухнӑ. Ял канашӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

1941 ҫулта Вотинова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ те Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ.

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен аслӑ сержант Степан Вотинов Брянск фрончӗн 3-мӗш ҫарӗн 186-мӗш стрелоксен дивизийӗн 227-мӗш уйрӑм истребитель-противотанк дивизионӗн туппине ертсе пынӑ.

Курск ҫапӑҫӑвӗнче палӑрнӑ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Орлов облаҫӗнчи Арсеньево ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура Вотинов тӑшманӑн штурм туппине тата нумай салтакпа офицерне тӗп тунӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Малая Круглица ялӗ патӗнче вӑл танкпа штурм туппине персе тӗп тунӑ. Тупӑ расчёчӗ пӗтӗмпех вилсен, вӑл хӑй тӗллӗн пеме малалла тӑнӑ. Нимӗҫ танкӗсем позицие ҫитнӗ чухне Вотинов гранатӑпа вӗсенчен пӗрне сирпӗтнӗ. Ҫав ҫапӑҫура вӑл вилнӗ.

Орлов облаҫӗнчи Алексеевка ялӗнче пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи Указӗпе аслӑ сержант Степан Вотинова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Унсӑр пуҫне Ленин орденӗпе тата медальпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вотинов Степан Парфёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Вотинов Степан Парфёнович.
  3. ^ Вотинов Степан Парфёнович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем