Выçлăх (фильм, 2008)
«Выçлăх» (акăл. Hunger) — Стив Маккуин режиссёрăн кинофильмĕ.
Сюжет
Фильм Ирланди республика çарĕнче кĕрешнĕшĕн тĕрмене лартнă çынсем хăйсем валли политика статусне илессишĕн кĕрешнине каласа парать. Малтан вĕсем çăвăнма, тĕрмери тум-тире тăхăнма пăрахнă, камерăна юриех тасамар тунă. Анчах та çак тактика ăнăçуллă пулайман: хупнăскерсерсене хĕнесе çӳç каснă, çуса янă. Вара, юлашкинчен, вĕсенчен пĕрри — Бобби Сэндс — вилĕмле выçма тытăнать…
Рольсем
- Майкл Фассбендер — Бобби Сэндс
- Лиам Каннингем — Моран ашшĕ
- Стюарт Грэм — Рэй Лохан
- Лиам Макмахон — Джерри
- Брайан Миллиган — Дэйви
- Лэлор Родди — Уильям
- Дес Макэлир — мистер Сэндс
- Хелен Мэдден — миссис Сэндс
Каçăсем
- «Голод»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче

- «Голод»(акăлч.) Rotten Tomatoes сайтĕнче

- «Голод»(акăлч.) allmovie сайтĕнче

- «Голод»(акăлч.) Box Office Mojo сайтĕнче
- Интервью со Стивом Маккуином, в котором он рассказывает о создании фильма Голод 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Голод в журнале Искусство кино (выр.)