Выглазов Григорий Исаевич

Выглазов Григорий Исаевич (1919, Сузунский район[d], Ҫӗпӗр крайӗ[d]1942 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ, Ленинский район[d], Крым АССР[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар десантникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.02.1943)[1] [2] [3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Çурçĕр-Кавказ фрончĕн парашют батальонĕн штабĕн разведка уйрăмӗн отделени командирĕ, ефрейтор.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулта Шайдурово ялӗнче (халӗ — Новосибирск облаҫӗн Сузун районӗ) ҫӗр ӗҫтеш ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен колхозра ӗҫленӗ. Ашшӗпе пӗрле вӑрман промыслине ҫӳренӗ, сунарпа хӑтланнӑ. 1930-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Киргизи ССР-ӗн Ош хулине куҫса кайнӑ.

1939 ҫулта Гульчин районӗн ҫар комиссариачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫар хӗсметне чӗнсе илнӗ. Вӑл сывлӑш-десант ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ефрейтор Григорий Выглазов Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ, Ҫурҫӗр-Кавказ фрончӗн штабӗн разведка пайӗн парашют батальонӗн отделенине ертсе пынӑ.

Вӑл Керчь ҫурутравӗнчи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12—16-мӗшӗсенче нумай хутчен разведкӑна кайнӑ, тӑшман ҫинчен хаклӑ хыпарсем тупнӑ. Ҫакӑ командованине тӑшмана кӗтмен ҫӗртен ҫапма тата унӑн тапӑнӑвне чакарма май панӑ. Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче нимӗҫ ҫарӗсем тапӑнӑва куҫнӑ, вӗсем совет подразделенийӗсен Енакеле тата Опасная переправӑсем ҫине каймалли ҫулне касма шутланӑ. 154,0 ҫӳллӗш (Темирова ту) патӗнче тӑшмана хирӗҫ тапӑнса парашютистсем ӑна чакмалла тунӑ. Ҫапӑҫура вӑл вилнӗ взвод командирне ылмаштарнӑ. Десантниксен позицийӗсене танк подразделенийӗсем тапӑннӑ чухне вӑл хӑйӗн аллипе ҫунакан хутӑшлӑ кӗленчесемпе виҫӗ танка ҫунтарса янӑ, ыттисене чакмалла тунӑ. Нимӗҫ пехотипе алӑ ҫапӑҫӑвӗнче вӑл хӑйӗн аллипе тӑшманӑн 20 салтакне пӗтернӗ, ҫапӑҫура хӑй те вилнӗ.

Выглазовӑн тата унӑн десантникӗсен ӗҫӗсем тӑшмана чарнӑ, Тамань ҫурутравне эвакуацилеме май панӑ.

Вӑл вилнӗ вырӑнта, Темирова ту районӗнче, ялтан (халӗ Глазовка) ҫурҫӗр-анӑҫалла пытарнӑ.

Совет Союзӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи «Совет Союзӗн Геройӗ ятне Хӗрлӗ Армин пуҫлӑхӗсене тата рядовой составне пама» Указӗпе, «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фрончӗнче командованин ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн чаплӑ ятне тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.

Астӑвӑм

  • Унӑн ячӗпе Крымӑн Ленин районӗнчи Глазовка ялӗ пур.
  • Выглазов ятне Шайдуровӑра шкула тата Сузунра урама панӑ, шкул музейӗ йӗркеленӗ.
  • Унӑн ятне Новосибирскри Мухтав монуменчӗ патӗнчи Паттӑрсен аллейинче ҫырса хунӑ.
  • Сузун посёлокӗнче пӗр урама Выглазов Григорий Исаевич ятне панӑ.
  • Шайдурово ялӗнче Выглазов урамӗ пур.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Выглазов Григорий Исаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Выглазов Григорий Исаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Выглазов Григорий Исаевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 22 февраля 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 23 февраля (№ 9 (215)). — С. 1

Каçăсем