Выдренко Дмитрий Александрович
Выдренко Дмитрий Александрович (1909 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Литвиновка[d], Харьков кӗпӗрни[d] — 1988 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Енакиево[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Балтиçум фрончĕн 2-мĕш гварди çарĕн 1-мĕш танк корпусĕн 44-мĕш мотострелоксен бригадин 3-мĕш мотострелоксен батальонӗн 57-мм танка хирĕç тупăн номерĕ, хӗрлӗармеец.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Дмитрий Выдренко 1909 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Литвиновка ялӗнче (халӗ — Украинӑн Харьков облаҫӗн Валки районӗ) креҫҫан ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулӑн икӗ класӗнче вӗреннӗ, Донецк облаҫӗнчи Енакиево хулинче слесарь пулса ӗҫленӗ.
1941 ҫулта Выдренко Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫултах — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.
1944 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ тӗлне красноармеец Дмитрий Выдренко 1-мӗш Прибалтика фрончӗн 2-мӗш гварди ҫарӗн 1-мӗш танк корпусӗн 44-мӗш мотострелок бригадин 3-мӗш мотострелок батальонӗн 57-миллиметрлӑ танка хирӗҫ туппин кӳлӗмҫи пулнӑ.
Литва ССР территоринчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Шяуляй патӗнчи ҫапӑҫура, аманнӑ наводчика ылмаштарса, Выдренко хӑй тӗллӗн пӗр танка тата пӗр штурм орудине персе тӑкнӑ. Ҫапӑҫура вӑл аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирне пӑрахса кайман. Тупӑ аркансан, Выдренко гранатӑсемпе тата икӗ танка тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Дмитрий Выдренкона Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе 7665 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса чысланӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Выдренко демобилизациленӗ. Енакиевона таврӑннӑ. «Юнком» шахтин механика цехӗн пуҫлӗхӗ пулса ӗҫленӗ, кайран «Ҫӗнӗ Юнком» шахтинче слесарь-инструментальщик пулнӑ.
1988 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вилнӗ.
Унсӑр пуҫне 1-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе тата темиҫе медальпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Выдренко Дмитрий Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Выдренко Дмитрий Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Выдренко Дмитрий Александрович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.