Выдрин Иван Ефремович
Выдрин Иван Ефремович (1908 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ, Барнаул уесӗ[d], Томск кӗпӗрни[d] — 1987 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ, Барнаул[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.02.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Беларуç фрончĕн 69-мĕш çарĕн 247-мĕш стрелоксен дивизийӗн 306-мĕш танксене пĕтерекен артиллери дивизионĕн тупӑ командирĕ, аслă сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1908 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Раҫҫей империйӗнчи Крестьянка ялӗнче ҫуралнӑ (халӗ вӑл Алтай крайӗн Мамонтово районӗ). Хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1929 ҫултан колхозра ӗҫленӗ.
1939 ҫулта Мускавра Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставкине (ВСХВ) хутшӑннӑ, выставкӑн кӗмӗл медалӗпе наградӑланӑ. 1939 ҫултан ял канашӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ.
1939 ҫултан ВКП(б)/КПСС пайташӗ.
1941 ҫулта Алтай крайӗн Мамонтово РВК ҫар комиссариачӗ ҫар хӗсметне чӗннӗ. Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарта — 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа. Хӗвеланӑҫ тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Беларуҫ операцийӗнче хутшӑннӑ. Виҫӗ хут аманнӑ.
Люблин-Брест операцийӗнче, Висла урлӑ каҫнӑ чухне тата ярса илнӑ плацдармра ҫапӑҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. 1944 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче Пулавы (Польша) хулинчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле Висла урлӑ тупӑпа пӗрремӗшсенчен пулса каҫнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле, пехота ҫапӑҫу йӗркисенче пулса, тупӑпа 5 тӑшман контратакине сирнӗ. Плацдарма тытса тӑма малалли ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен И. Е. Выдрина демобилизациленӗ. Тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ, ял канашӗн председателӗ, трактор отрячӗн бригадирӗ тата фермӑра бригадир пулса ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсене Барнаулра пурӑннӑ.
1987 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнчи Указӗпе, Висла урлӑ каҫнӑ тата ярса илнӗ плацдармра ҫапӑҫнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн, Выдрин Иван Ефремовича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 3085) панӑ.
Ленин орденӗпе, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, ҫавӑн пекех медальсемпе наградӑланӑ. Вӗсен шутӗнче икӗ «Хӑюлӑхшӑн» медалӗ, «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн», «Берлина илнӗшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Хастар ӗҫшӗн» медальсем тата ыттисем.
Астӑвӑм
Паттӑр ячӗпе Крестьянка ялӗнчи пӗр урам хисепленет.
Ӑнлантарусем
- ^ Выдрин Иван Ефремович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Выдрин Иван Ефремович.
- ^ Выдрин Иван Ефремович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.