Вычужанин Николай Алексеевич

Вычужанин Николай Алексеевич (1919 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Тонкинский район[d]1964 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Спас-Деменский район[d], Калуга облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1] [2] [3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Беларуç фрончĕн 65-мĕш çарĕн 37-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 118-мĕш гварди стрелоксен полкӗн пулемёт взвочĕн командирĕ, гварди кĕçĕн лейтенанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ашкельдино ялӗнче (халӗ Чулхула облаҫӗн Тонкино районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 5 класс пӗтернӗ. Трактористсен бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.

1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче 1942 ҫултанпа. Сталинград ҫапӑҫӑвне, Деснапа Сож юханшывсене каҫма хутшӑннӑ.

Вычужанин Николай Алексеевич — гварди кӗҫӗн лейтенанчӗ, 118-мӗш гварди стрелоксен полкӗн (37-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗ, 65-мӗш ҫар, Беларуҫ фрончӗ) пулемёт взвочӗн командирӗ хӑйӗн взвочӗпе 1943 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче Днепра Стародубка ялӗ (Гомель облаҫӗн Лоев районӗ) патӗнче каҫнӑ.

Взвод умне ҫакӑн пек задача лартнӑ: пулемётран персе полк каҫнине хупламалла. Плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусенче Вычужанин тӑшманӑн контратакисене сире-сире янӑ. Вӑл тӑшманӑн икӗ ал пулемёчӗ ярса илнӗ тата ҫав хӗҫ-пӑшалпа тӑшман туппипе миномёт расчёчӗсене пӗтернӗ. 20 контратакӑна хирӗҫ тӑнӑ, тӑшманӑн 100 ҫити салтакӗпе офицерне вӗлернӗ, Вычужанин ертсе пынӑ взвод 400 ҫити фашиста пӗтернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешнӗ ҫӗрте командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хӑюлӑхпапаттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Вычужанина Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн демобилизациленнӗ, Кустанай облаҫӗнче ӗҫленӗ, 1953 ҫултанпа — Калуга облаҫӗн Спас-Деменск районӗнчи Павлиново МТСӗнче.

1964 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче вилнӗ.

Казахстанӑн Камысты районӗнчи Адаевка поселокӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Геройӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ,
  • Ленин орденӗ,
  • Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Паттӑр ячӗпе Чулхула облаҫӗн Тонкино поселокӗнче (Ашкельдино ялӗ халӗ Тонкино районӗн шутне кӗрет) урам ят панӑ.
  • Паттӑрӑн бюстне районти таврапӗлӳ музейӗнче тата Аслӑ Содом тулли мар вӑтам шкулӗн музейӗнче лартнӑ.
  • «Сельхозтехника» предприятийӗн ҫуртӗнче тата Аслӑ Содом тулли мар вӑтам шкулӗн музейӗнче асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
  • Районти таврапӗлӳ музейӗн ҫар мухтавӗн пайӗнче тата Аслӑ Содом тулли мар вӑтам шкулӗн музейӗнче мемориал кӗтесӗсем йӗркеленӗ.
  • Тонкино вӑтам шкулӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ Вычужанин Н. А. ҫинчен информаци стенчӗ пур.
  • Ҫулсерен Тонкино районӗн вӗренӳ организацийӗсенче Паттӑр ҫинчен класс сехечӗсем, ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вычужанин Николай Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Вычужанин Николай Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  3. ^ Вычужанин Николай Алексеевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 января (№ 4 (264)). — С. 1.

Каçăсем