Вьюгин Николай Иванович
Вьюгин Николай Иванович (1909 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ, Кострома облаҫӗ[d] — 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ, Кострома облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (09.02.1944)[1][2][3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 40-мĕш çарĕн 10-мĕш танк корпусĕн 12-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкӗн тупӑ тĕллекенĕ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Вӑл 1909 ҫулта Зиновка ялӗнче (халӗ Кострома облаҫӗн Межево районӗн территорийӗнчи ҫухалнӑ вырӑн) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн тӑватӑ класне пӗтернӗ. Ачаранах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кил-ҫурт ӗҫӗсенче пулӑшнӑ, уй-хирте ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑччен «Хӗрлӗ Сормово» колхоз председателӗ пулнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете кайнӑ, бронь пулнӑ пулин те.
Запас полкӗнче вӑл артиллери наводчикӗ специальноҫне илнӗ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Вӑл Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССР-не ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне сержант Николай Вьюгин Воронеж фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 10-мӗш танк корпусӗн 12-мӗш истребитель танка хирӗҫ артиллери полкӗн тупӑ наводчикӗ пулнӑ.
Вӑл Днепр ҫапӑҫӑвӗнче палӑрнӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче вӑл расчӗт шутӗнче хӑйӗн полкӗнче пӗрремӗш Днепр урлӑ Монастырӗк хуторӗ (халӗ — Украинӑн Киев облаҫӗн Кагарлык районӗнчи Ржищев посёлокӗн чиккинче) патӗнче каҫнӑ. Авӑнӑн 30-мӗшӗнче нимӗҫ пехотин батальонӗ ултӑ танк пулӑшӑвӗпе контратакӑна кайнӑ. Унӑн ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑшман тепӗр хут батальонпа сакӑр танк пулӑшӑвӗпе контратака тунӑ. Кайран тата тӑватӑ хытӑ контратака тунӑ, анчах вӗсене пурне те артиллерисем сирсе янӑ.
Юлашки контратака вӑхӑтӗнче плацдармра йывӑр лару-тӑру пулнӑ, ҫавна пула тӑшман пехота подразделенийӗсене хӗссе кӑларма пултарнӑ. Николай Вьюгин ертсе пыракан расчёт плацдарм ҫинчи совет ҫарӗсен ҫапӑҫу йӗркисем умӗнче тӑрса юлнӑ, анчах ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ. Ҫав кун вӑл тӳрӗ наводкӑпа 2 танка, 2 автомашинана тата 4 пулемёта персе аркатнӑ, 200 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне пӗтернӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнчиуказӗпе вӑл «командовани ҫапӑҫу заданийӗсене нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Совет Союзӗн Паттарӗн ятне тивӗҫнӗ, Ленин орденӗпе тата 2841 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13 хут аманнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн демобилизациленӗ. Межево районӗнчи Дубровка ял тӑрӑхӗн сельпо председателӗ пулса ӗҫленӗ, кайран вырӑнти вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ.
1962 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче илнӗ сурансене пула вилнӗ. Селино ял тӑрӑхӗн Покров ҫӑвинче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе, ҫаплах нумай медальпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Вьюгин Николай Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Вьюгин Николай Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Вьюгин Николай Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому и сержантскому составу артиллерии Красной Армии» от 9 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 24 февраля (№ 11 (271)). — С. 1