Вязовский Владимир Андреевич
Вязовский Владимир Андреевич (1920 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Фёдоровка[d], Полтавская губерния[d] — 2005 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ, Винница[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.03.1944)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Аякка вӗҫекен авиацин 50-мĕш авиаци дивизийӗн 24-мĕш гварди авиаци полкӗн эскадрилья штурманĕ, гварди капитанĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Федоровка ялӗнче (халӗ — Украинӑн Полтава облаҫӗн Карловка районӗ) ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫ ҫыннисем пулнӑ. 1931 ҫулта вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Луганск облаҫӗнчи Попасная хулине куҫса кайнӑ. Вӑл шкулӑн вунӑ класне пӗтернӗ.
1939 ҫулта Вязовские Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Комсомол путевкипе ӑна Краснодарти ҫар авиаци училищине вӗренме янӑ. Унта вӑл лётчиксемпе штурмансене хатӗрленӗ. 1940 ҫулта вӑл училищӗрен вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫланнӑранпа унӑн фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
Пӗрремӗш хут 1941 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Румыни территорине вӗҫсе кайнӑ. Вӑл Федор Артемьев экипажӗнче вӗҫнӗ. Крыма хӳтӗленӗ, Кавказшӑн ҫапӑҫнӑ, Кубань, Донбасс, Украинӑн ССРӗ, Крым, Белоруссин ССРӗ, Прибалтикӑна ирӗке кӑларас ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Польшӑра тата Германире нимӗҫ ҫарӗсемпе объекчӗсене бомбӑланӑ.
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен гварди капитанӗ Владимир Вязовский 24-мӗш гварди авиаполкӗн 50-мӗш авиадивизин 6-мӗш авиаци корпусӗн эскадрилья штурманӗ пулнӑ.
Ҫав вӑхӑта вӑл 231 ҫар вӗҫевӗ тунӑ. Вӗсенчен 199-ӗшӗ — тӗттӗмре.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнчи указӗпе «командовани задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди капитанӗ Владимир Вязовские Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ӑна Ленин орденӗпе тата 3520 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне чысланӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл пӗтӗмпе 287 ҫар вӗҫевӗ тунӑ. Экипажпа пӗрле 28 сывлӑш ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. Ҫав ҫапӑҫусенче 9 самолёта персе ӳкернӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Вязовский Сывлӑш-Ҫар ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. 1975 ҫулта полковник званийӗпе вӑл запаса тухнӑ.
Винница хулинче пурӑннӑ. «Винницаэнерго» пӗрлешӗвӗнче инженер пулса ӗҫленӗ.
2005 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче вилнӗ. Винницӑри Тӗп масара пытарнӑ.
Унсӑр пуҫне ӑна виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата темиҫе медальпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Вязовский Владимир Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Вязовский Владимир Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Вязовский Владимир Андреевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.