В-13

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
В-13
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ Flag of the Soviet Union.svg СССР
Тăван порт Кронштадт
Шыва антарнă ака, 25 1939
Флотран кăларнă авӑн, 7 1954
Хальхи статус салатнă
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ Вăтам шывай кимми
Проект палăртăвĕ IX-бис серийĕ
Хăвăртлăх (шывçи) 19,4 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 9,5 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 80 м
Чи пысăк тарăнăш 100 м
Çӳрев автономлăхĕ 30 талăк
Экипаж 46 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 844 т
Шывай шыв кăларăшĕ 1 077 т
Чи вăрăм (КВЛ) 77,7 м
Корпус чи анлăшĕ 6,4 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 4 м
Хĕçпăшал
Артиллери 100-мм кĕпçеллĕ 1
45-мм кĕпçеллĕ
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
6 торпеда аппарачĕ (сăмсинче 4 тата хыçалта 2), пĕрлехи 533 мм калибрлă 12 янтă торпеда.

«В-13» (IX-бис серинчи, С — «Вăтам») — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи совет дизель-электрика торпедăллă шывай кимми.

Историлле хыпар

Кимĕне «Красное Сормово» савутра тума пуçланă, шыва Балти флочĕ йышне кĕнĕ.

Çапăçу харçисем

«С-13» 4 çапăçу харçинче пулнă, 12 хутчен атакăланă, 19 торпедăпа пенĕ, пиллĕк транспорта путарнă, пĕрне амантнă.

Путарнă транспортсем

Нимĕçсен «Wilhelm Gustloff» тата «General Steuben» транспорчĕсене шыва путарнă хыççăн «В-13» чапа тухать.

  • брт)
  • авӑн, 12 1942 финн пăрахучĕ «Jussi Н.» (2 325 брт)
  • авӑн, 18 1942 голланд пăрахучĕ «Anna W.» (290 брт)
  • юпа, 9 1944 «Siegfried» (563 брт) нимĕç транспортне амантнă
  • «Wilhelm Gustloff» нимĕç транспорчĕ (25 484 брт)
  • «General Steuben» (14 660 брт)

«Wilhelm Gustloff»

кабельт дистанцирен транспорта виçĕ торпедăпа тапăнать. Виççĕшĕ те тĕле çитеççĕ, тепĕр 40 минутран карап путать[1] «Wilhelm Gustloff» затонул. Хальхи хаклавсемпе 6000 яхăн çын пĕтнĕ.

Карап çинче:[1]

  • экипажăн 173 пайташĕ
  • вермахтăн аманнă 162 çар çынни
  • 373 хĕрарăм çар çынни
  • шывай вăйĕсен 2-мĕш вĕренӳ дивизин 918 матросĕпе офицерĕ
  • 3000 паллă мар çын
  • 5000 яхăн вăрçăран тарнă çын (çав шутра 3000 яхăн ача, ыттисем хĕрарăмсем) пулнă.

«Wilhelm Gustloff» транспорта путарни право енчен тĕрĕсех тенĕ[2], мĕншĕн тесен транспорт хăйне кирлĕ пек кăтартса мар, çар карапĕсем хушшинче пынă, борт çинче хĕçпăшал, çар çыннисем пулнă.

«General Steuben»

«Генерал Штойбен»

1945 çулхи «Эмден» класĕнчи крейсер тесе) шыраса тупнă. Çĕрле, 00:50 вăхăтра карапа икĕ торпедăпа атакăланă. Иккĕшĕ те тĕл лекнĕ те карап 15 минутран шыва чăмать. 3000 ытла çын пĕтет (çак хисепсене кăтартаççĕ: 3608 çын вилнĕ, 659 çынна çăлнă), ытларах суранлă çăр çыннисемпе вăрçăран тарнăскерсем[3]

Карап çинче пулнă:

  • 160 экипаж пайташĕ
  • 2800 аманнă çын
  • 800 вăрçăран тарнă çын
  • 100 хĕçпăшалланнă салтак
  • 270 медицина ĕçтешĕ
  • Нимĕç Хĕрлĕ Хĕресĕн 12 аппăшĕ
  • 64 зенитчик
  • 61 ТÇВ ăстаçи (çыхăнуçсем, сигнальщиксем)

«Wilhelm Gustloff» тата «General Steuben» пĕтни тĕнчери тинĕс катастрофисем йышĕнче

Карап Çул Патшалăх Инкекре пĕтнисем Пĕтнин сăлтавĕ
Гойя 1945 Flag of Germany.svg 7000~ 7000 Л-3 ШК атаки
Кап Аркона 1945 Flag of Germany.svg 5594 5594 Flag of Great Britain (1707–1800).svg Авиаци атаки
Вильгельм Густлофф 1945 Flag of Germany.svg 5300~ 5300 Flag of the Soviet Union.svg ШК атаки С-13
Эрмени 1941 Flag of the Soviet Union.svg 5000~ 5000 Flag of Germany.svg Авиаци атаки
Донья Пас 1987 Flag of the Philippines.svg 4375~ 4375 Танкерпа çапăнса çуннă
Ланкастри 1940 Flag of Great Britain (1707–1800).svg 4000~4000 Flag of Germany.svg Авиаци атаки
Генерал Штойбен 1945 Flag of Germany.svg 36083608 Flag of the Soviet Union.svg С-13 ШК атаки
Тильбек 1945 Flag of Germany.svg 2800~ 2800 Flag of Great Britain (1707–1800).svg Авиаци атаки
Зальцбург 1942 Flag of Germany.svg 2000~ 2000 М-118 ШК атаки
Титаник 1912 Flag of Great Britain (1707–1800).svg 15031503 Айсбергпа çапăннă
Лузитани 1915 Flag of Great Britain (1707–1800).svg 11981198 U-20 ШК атаки

Кăсăклă фактсем

  • Шыва путарнă пĕтĕмĕшле тоннажпа (44 138 брт) «В-13» ШК Совет Союзĕн ТÇФ иккĕмĕш (Л-3» ШК хыççăн) вырăнта.
  • 1945 çулхи акан 20-мĕшĕнче «В-13» ШК Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
  • 1954 çулхи юпан 6-мĕшĕнче «В-13» кимĕне «КБП-38» ят панă.
  • 1954 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче «В-13» çапăçу йышĕнчен кăларнă, хĕпăшалне антарнă, ишсе çӳрекен вĕренӳ шывай киммине куçарнă.
  • 1956 çулхи пушăн 23-мĕшĕнче «В-13» ТÇФ 11 № Ăслăлăх-тĕпчев институчĕн шывра çӳрекен хатĕрсен ушкăнне кĕртнĕ.
  • 1956 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче «В-13» ТÇФ шывпа çӳрев хатĕрĕсен ят-йышĕнчен кăларнă.
  • 1957 çулхи çăвăн 31-мĕшĕнче «В-13» йĕркерен кăларнă, каярах вакланă.
  • Хĕçпăшаллă Вăйсен Тĕп музейĕнче «В-13» шывай киммин ялавне курма пулать.
  • «В-13» ШК рубкин копине Чулхула кремлĕн территоринче курма пулать.

Асăрхавсем

  1. ^ 1 тата 2 М.Морозов. Гибель «Вильгельма Густлова»: правда и домыслы. - Военно-Исторический сборник «Мифы Великой Отечественной», М.: Яуза, Эксмо, 2008 ISBN 978-5-699-28293-7
  2. ^ Вильгельм Густлов, человек и теплоход 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ http://www.mediasprut.ru/info/c13/marinesko7.shtml МедиаСпрут

Каçăсем