ГАИ кунӗ

ГАИ кунӗ (ҫавӑн пекех ПАИ кунӗ, ҪҪХПИ кунӗ, ГИБДД кунӗ) (выр. День ГИБДД, День ГАИ, День Госавтоинспекции)) — Раҫҫей Федерацийӗнче ҫулсерен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан професси уявӗ[1].

Ку уяв официаллӑ канмалли кун шутланмасть[1].

Уяв кунне СССР Шалти ӗҫсен министерствинче 1936 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче автомобиль инспекцийӗ йӗркеленӗ кунпа ҫыхӑнтарнӑ[2].

Уяв кунӗ тесе 2009 ҫулта йышӑннӑ[1].

undefined

Кун-ҫулӗ

СССР ШӖМӗн патшалӑх автомобиль инспекцине 1936 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне Халӑх комиссарӗсен Канашӗн постановленийӗпе «CCCP НКВД рабочисемпе хресченсен милицийӗн Тӗп управленийӗн Патшалӑх автомобиль инспекцийӗ ҫинчен калакан положение» ҫирӗплетнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫиччен ку структура ОРУД (Урам ҫинчи ҫӳреве йӗркелекен пай) ятлӑ пулнӑ[1].

undefined

1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ГАИ ятне улӑштарнӑ, служба Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ (ҪҪХПИ) ятне илнӗ.

2002 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнче ведомство кун-ҫулӗнче иккӗмӗш официаллӑ ят хушӑннӑ — Госавтоинспекци (Патшалӑх автоинспекцийӗ)[3].

2009 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министрӗ Рашид Нургалиев ҫар генералӗ Раҫҫей ШӖМӗн «Раҫҫей Федерацин шалти ӗҫсен министерствин Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗн кунне йӗркелесси ҫинчен» 502 №-лӗ хушӑва алӑ пуснӑ[2][4].

2024 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче çул ҫинчи хăрушсăрлăхӑн патшалăх инспекцийӗ (ҪҪХПИ) каллех Патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийĕ (ГАИ) пулса тăнă. Кун пирки пай пуҫлӑхӗ Михаил Черников пӗлтернӗ. Вӑл палăртнă тăрăх, пӗтӗм норматив хучӗсене çӗнӗ ятпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ[5].

Уяв йӑли-йӗрки

Уявӑн йӑли-йӗрки шутне кӗрекен мероприятисем[6][2][1]:

  • уйрӑмах палӑрнӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслани;
  • ӗҫченсене ҫӗнӗ званисем пани ҫинчен приказсем кӑларни;
  • ятарлӑ хатӗрсене кӑтартса вӗренӳпе тренировкӑсем ирттерни, ҫав шутра граждансем пырса курма пултарни;
  • ачасемпе ҫамрӑксем валли вӗрентӳллӗ мероприятисем йӗркелени;
  • астӑвӑм тата уяв авточупӑвӗсем[7];
  • ӗҫченсем хушшинче уява халалланӑ тӗрлӗ спорт тӗсӗпе ӑмӑртусем[8];
  • уяв концерчӗсем.

Йӑлапа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче службӑра тӑракан Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем дежурствӑна парадлӑ форма тӑхӑнса тухаҫҫӗ[1].

Чӑваш Республикинче уявлани

Чӑваш Республикинче Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗнче ӗҫлекенсене, ветерансене влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Шалти ӗҫсен министрӗ, ытти пуҫлӑхсем саламлаҫҫӗ. Ӗҫре уйрамах палӑрнисене патшалӑх тата министерство наградисемпе чыслаҫҫӗ, уяв концерчӗ йӗркелеҫҫӗ[9].

ГАИ хӗсметне никӗсленӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалласа уяв умӗн Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ӗлӗкхи сӑнӳкерчӗксен куравне уҫнӑ[10].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Когда День ГАИ (ГИБДД) в 2025 году? История праздника :: Autonews. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 День ГИБДД (ГАИ) 2025: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  3. ^ Указ Президента РФ от 2 июля 2002 г. № 679 «О Внесении изменений и дополнений в Указ Президента Российской Федерации от 15 июня 1998 г. № 711». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  4. ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ ГИБДД России переименовали обратно в ГАИ. LENTA.RU. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.>
  6. ^ В России 3 июля отмечается профессиональный праздник сотрудников Госавтоинспекции — День ГИБДД, или День ГАИ. Как и множество других дат, он зародился в советское время и нашел продолжение в наши дни. 02.xn--b1aew.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  7. ^ День ГИБДД в 2025 году: дата, красивые картинки и поздравления (2025-06-27). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  8. ^ День ГИБДД в 2025 году: история и традиции праздника. Вести (24 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  9. ^ 88 лет со дня образования Государственной инспекции безопасности дорожного движения МВД России (выр.). Городской округ город Чебоксары Чувашской Республики (3 утӑн 2027). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  10. ^ Дарья Сергеева. Госавтоинспекция Чувашии: 90 лет на страже дорог (выр.). Советская Чувашия (18 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.