Гастелло Николай Францевич
Кун-çулĕ
Мускавра çуралнă. Белорус. Ашшĕ завод ĕçтĕшĕ.
1914-1918 çулсенче Сокольникири хула арçын училищинче вĕреннĕ. Муромра Мускав-Хусан чукун çулĕнче вакранçи тата чукун çул ăсти пулса ĕçленĕ.
1928 çултанпа ВКП(б) юпташĕ. 1932 çулхи çу уйăхĕнче РККА ĕретне тăрать. 1933 çулта Луганскри вĕçевçĕсен çар авиаци шкулне вĕренме кĕрет. Ростов-Тан-çинчи бомбă пăрахакан авиаци бригадинче хĕсметре тăрать. Халхин-Гол (1939) патĕнчи тата 1939—1940 çулхи Совет-финн вăрçине хутшăнать. 1940 çулта вăл капитан хисепне тивĕçет.
1941 çулхи ҫӗртме, 24 Гастелло инçет бомба пăрахакан авиацийĕн 3-мĕш бомба пăрахакан авиаци корпусĕн 42-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци дивизин 207-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци полкĕн 2-мĕш авиаци эскадрильин командирĕ пулса тăрать.
Вилĕмĕ
1941 çулхи ҫӗртме, 26 Молодечно — Радошковичи çулĕ çинче тăшман мотоколоннине бомбăланă. Тăшман снарячĕ самолётăн çунăк япала бакне лекет. Гастелло çулăма кĕнĕ самолёта тăшман колоннине тĕллесе кĕртет. Пур экипаж: А. А. Бурденюк, Г. Н. Скоробогатый лейтенантсем, А. А. Калинин аслă сержант паттăррăн пуçне хурать.
Астăвăм
Гастелло вилнĕ хыççăн Совет Союзӗн Паттӑрӗ чысне тивĕç пулать, унăн экипажне — Бурденюк, Скоробогатый и Калинин — вилĕм хыççăн 1-мĕш степĕньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чыслаççĕ. Cовет Cоюзĕн нумай хулисен урамĕсене паттăрăн ятне панă.
Çавăн пекех пăхăр
Гастелло вил тăприне эксгумаци туни
1951 çулта Гастелло вил тăпри çĕрĕнче эксгумаци ĕçне ирттернĕ. Унăн япалисене тупайман, анчах — командира 207 полк 3 эскадрильин командирĕн Александр Спиридонович Масловăн япалисене тупнă
Каçăсем
- Альтернативла верси
- Гастелло çапăçăвне тĕпченĕ материалсем
- Антон Сидоренко. Где вы, капитан Гастелло? 2009 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Николай Гастелло 2007 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мускав журналĕ. Кăссайлă вĕçевçĕ çинчен чăнлăх
- Два Капитана. «Известия», 29 января 1997 г. 2009 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Федор Воробьев. Николай Гастелло – подвиг, которого не было. 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Критика альтернативной версии
- Искушение «Св. Эдуарда». Кирилл Экономов 2007 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Страна.ру о противоречивых версиях событий 2006 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза капитану Гастелло Н. Ф.» от 26 июля 1941 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1941. — 8 августа (№ 35 (150)). — С. 1.