Гашева Руфина Сергеевна
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Руфина Сергеевна Гашева (1921 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Верхнечусовские Городки[d], Пермь кӗпӗрни[d] — 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, Мускав) — 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн 325-мӗш ҫӗрлехи бомбӑлакан авиаци дивизийӗн 46-мӗш гварди ҫӗрлехи бомбӑлакан авиаци полкӗн эскадрилья штурманӗ (нимӗҫсем ӑна «Ҫӗрлехи тухатмӑш» тенӗ), гварди аслӑ лейтенанчӗ. Совет Союзĕн Паттăрĕ (1945).
Пурнӑҫӗ
1921 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Пермь кӗпӗрнин Пермь уесӗнчи Верхнечусовские Городки салинче (халӗ — Пермь крайӗн Чусовой районӗнчи хула евĕрлĕ посёлок) вӗрентекен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1922 ҫулта ҫемье амӑшӗн тӑван кӗтесне — Горький облаҫӗн Чкалов районӗнчи Катунки салине куҫса кайнӑ. 1923 ҫулта, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, Руфина амӑшӗпе пӗрле Урала пурӑнма куҫнӑ.
1930 ҫулта Мускава куҫса кайнӑ, унта пилӗк класс вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтах Гашева снайперсен шкулӗнче вӗреннӗ, комсомол ретне кӗнӗ.
1941 ҫулта Мускаври патшалӑх университечӗн механикӑпа математика факультечӗн 2 курсне вӗренсе пӗтернӗ. Виҫҫӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, Гашева ҫӑмӑл ҫӗрлехи бомбӑлакан полка ҫырӑнма ирӗк илнӗ. 1942 ҫулта Энгельсри ҫар авиаци училищи ҫумӗнчи штурмансен курсне вӗренсе пӗтернӗ. Малтан самолет штурманӗ, каярах эскадрилья штурманӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.[1]
1944 ҫулхи раштав уйӑхӗ тӗлне Гашева 823 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗ, тӑшманӑн техникипе ҫар вӑйне нумай сиен кӳнӗ. Тӑшманӑн зениткине пула икӗ хутчен самолетне персе антарнӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи Указӗпе «фронтра нимӗс захватчикӗсемпе кӗрешсе ҫар командованийӗн хушӑвне тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Гашева Руфина Сергеевна гварди аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 4853) чысланӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
1952 ҫулта Ют ҫӗршыв чӗлхисен ҫар институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1957 ҫулччен Бронетанк ҫарӗсен академийӗнче акӑлчан чӗлхин аслӑ преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫултанпа — запаса тухнӑ, майор званийӗнче пулнӑ.
Запаса тухсан Руфина Гашева СССР Хӳтӗлев министерствин издательствинче аслӑ тӗрӗслекен редактор пулса ӗҫленĕ. Мускавра пурӑннӑ, ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнĕ. Мускаври Востряковскм масарта пытарнӑ.
Кил-йышӗ
Мӑшӑрӗ: Пляц Михаил Степанович, авиаци полковникӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче 889-мӗш ҫӗрлехи бомбӑлакан авиаци полкӗн звено штурманӗ пулнӑ.
- Ывӑлӗ: Пляц Владимир Михайлович (1948 ҫ. ҫур.) — генерал-майор, Раҫҫей Федерацийӗн Президент администрацийӗн Кадр ыйтӑвӗсен управленийӗн ятарлӑ службӑсенчи кадр политики департаменчӗн пуҫлӑхӗ.
- Хӗрӗ: Пляц Марина Михайловна.
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (№ 4853).
- Ленин орденӗ.
- Икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ.
- Икӗ 1-мӗш степенлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ.
- Икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденĕ.
- «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль.
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германине ҫӗнтернӗшӗн» медаль.
- «Варшавӑна ирĕке кӑларнӑшӑн» медаль.
Астӑвӑм
Руфина Гашева лётчицӑна халалланӑ астӑвӑм хӑмине 2018 ҫулта Мускавра, Флотская урамĕнчи 28-мĕш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
- 1985 ҫулта Сергей Бочаров паллӑ художник «Лётчицӑсен — Таманри 46-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ тата Суворов орденлӑ гварди ҫӗрлехи бомбӑлакан авиаци полкӗн Совет Союзӗн Паттӑрӗсен ушкӑнлӑ портречӗ. Ҫӗрлехи тухатмӑшсем» ятлӑ пысӑк картина хатӗрленӗ (холст, ҫу сӑрри, 200х250 см). Картина ҫинче Гашева Р. С. сылтӑм енче пӗрремӗш ларать. Картина Мускаври Авиаципе космонавтика музейӗнче упранать.
Ӑнлантарусем
- ^ МОСКОВСКИЙ УНИВЕРСИТЕТ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ, 2020, с. 175.
- ^ СССР Аслӑ Канашĕн Президиумĕн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи Указĕ. 1 с. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ, 2 с., № 26 , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ На Флотской улице открыли мемориальную доску лётчице Руфине Гашевой. mos.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Мемориальные доски города Москвы - Портал открытых данных Правительства Москвы. data.mos.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 316. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Бобров Н. Дочери Родины // Сталинский Сокол — 1945. — № 20 (318). — С. 4.
- Аронова Р. Е. — «Ночные ведьмы». Саратов, 1983. — 116 с.
- Ракобольская И. В., Кравцова Н. Ф. — «Нас называли ночными ведьмами». М.: Изд-во МГУ, 2005. — 336 с.
- Селищев И. Героини: очерки о женщинах — Героях Советского Союза / ред.-сост. Л. Ф. Торопов; предисл. Е. Кононенко. — Вып. 1. — Политиздат, 1969. — 447 с.
- Московский университет в Великой Отечественной войне. — 4-е, переработанное и дополненное. — Издательство Московского университета, 2020. — С. 175—177. — 632 с. — 1000 экз.
- Москатов Генрих Карлович. О "небесных тихоходах", ночных бомбардировщиках и КОЕ о чем ещё // Научный вестник оборонно-промышленного комплекса России. — 2015. — № 1.
- Гогунская Татьяна Александровна. Женщины-герои Крыма: военный подвиг, память и бессмертие // Наука. Общество. Оборона. — 2019. — № 2 (19). — DOI:10.24411/2311-1763-2019-10187.