Генри Томас Олкен
Кун-çулĕ
Сэмюел Олкен ÿнерçĕ çемьирен тухнисенчен чи палли. Олкен çемьири кĕçĕн ывăлĕ. Икĕ пиччĕшĕ — Джорджпа Сэмюель Генри те ÿнерçĕсем пулнă.
Генри Томас Олкен — пултаруллă ÿнерçĕ, хăй вăхăтĕнче Аслă Британире чылаях паллă пулнă, пурнăçĕ тăршшĕпех, мĕн 1851 çулта виличченех ĕçленĕ. Унăн пултарулăхĕн хастар çулĕсем 1816-1831-сене лекнĕ. Унăн ÿнер тата ÿкерÿ ĕçĕсенче ытларах асăнни — британ йăлинчи спорт, юланутсем ăмăртни, сунар.
Унсăр пуçне ÿнерçĕн илемлетнĕ кĕнекисем, кулмалли ÿкерчĕкĕсемпе тата пăсса ÿкернисем британ пичетĕнчен анлăн тухнă.
Вуламалли
- Walter Shaw Sparrow: Henry Alken (London, 1927)
- "Henry Thomas Alken," The Grove Dictionary of Art. New York: Macmillan. 2000
Каҫӑсем
- Henry Thomas Alken
- Global Gallery
- Alken family
- Biography
- Examples of his paintings and sporting sketches
- artnet biography
- Генри Олкен çу сăррисемпе ÿкерни: [1] 2012 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.[2] 2012 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.[3] 2012 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.[4] 2012 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.