Грассмаркет

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Эдинбург замокӗ хыҫалта курӑнса тӑракан Грассмаркет

Грассмаркет (акăл. Grassmarket) — Эдинбург (Шотланди) варринче вырнаҫнӑ ӗлӗкхи пасар лаптӑкӗ, хулан паллӑ туризм вырӑнӗсенчен пӗри.

Вырнаҫни

Грассмаркет Эдинбург замокӗнчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле Замок хысакӗ патӗнче, Патша Милинчен инҫех мар вырнаҫнӑ. Тӳрем хӗвелтухӑҫ енче Каугейтпа Кэндлмейкер-Роупа (Candlemaker Row), ҫурҫӗр-анӑҫ енче Уэст-Боупа (West Bow, Виктори-стрит [Victoria Street] урам вӗҫӗ), ҫурҫӗр-анӑҫ енче Кингз-Стейблз-роудпа (King's Stables Road) тата анӑҫ енче Уэст-Портпа чикӗленет. Тӳремӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ кӗтесӗнчен тӑкӑрлӑк пӑрӑнать, унӑн тухӑҫ енчен авалхисен хула хӳмин юлашкисем сыхланса юлнӑ.

Грассмаркет тӳремӗнчен курӑнакан Эдинбург замокӗ — Шотланди тӗп хулин анлӑ сарӑлнӑ сӑнӗсенчен пӗри, фотографсемпе художниксемшӗн вӑл ӗлӗкренпех кӑмӑллакан вырӑн.

Тӳрем историйӗ

Грассмаркет XIX ӗмӗр варринче

Археологсем чавса тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Грассмаркетӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Кэндлмейкер-роу лаптӑкӗнче XI—XII ӗмӗртенпех хуҫалӑх ӗҫӗпе аппаланнӑ. Ҫак вырӑнтан инҫех те мар икӗ тӗп ҫул пӗрлешекен вырӑн пулнӑ, вӗсем тӑрӑх Эдинбурга выльӑх-чӗрлӗхе хӑваласа килнӗ[1]. Грассмаркет вырӑнӗнче ҫурт-йӗр ҫавӑрни ҫинчен пӗрремӗш хут «Аслӑ Шотланди патша пичечӗн реестрӗнче» (лат. Registrum Magni Sigilii Regum Scotorum, 1363) асӑннӑ, унта «замок хӳмисем ҫумӗнче вырнаҫнӑ Newbyging [ҫӗнӗ ҫуртсем] ят панӑ урам» пирки каланӑ. XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче ку вырӑн хулана ҫаврӑннӑ, лаптӑка пурӑнмалли ҫуртсемлӗ тара илмелли хула ҫӗрӗсем ҫине пайланӑ, Грассмаркетри уҫӑ лаптӑкра вара пасар йӗркеленӗ[1].

Пасар

шотланд чӗлхинчи скотс сӑмахран пулнӑ: Grice Mercat тени «сысна пасарне» пӗлтерет.

1670-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Грассмаркет таварсене пушатса тиемелли пункт пек пулса тӑнӑ, усламҫӑсем унта таварсене пушатнӑ та малалла урапасем ҫине тиесе хула хӳмисемпе хӳтӗленнӗ пая турттарнӑ.

1912 ҫулчен Грассмаркетра тӑррине витнӗ суту-илӳ вырӑнӗсем пулнӑ, вӗсенче тырӑ сутнӑ.

Халӑх умӗнче пуҫ касмалли вырӑн

Тӳремре ҫавӑн пекех халӑх умӗнче ҫынсен пуҫӗсене каснӑ.

Архитектури

Маларах Грассмаркет Ҫӑлӑнӑҫ ҫарӗ те кӗнӗ) нумай пулнӑ, апла пулин те 1980-мӗш ҫулсенче, Эдинбург замокӗ патӗнчи лаптӑк тупӑшлӑ пулса тӑнине кура, кунти куҫман пурлӑх хакӗ ӳсме пуҫланӑ.

Грассмаркет таврашӗнчи сыхланса юлнӑ ҫуртсенчен чи авалхи 1616 ҫулта хӑпартнӑскер шутланать. Ҫуртсенчен ытларах пайне XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ, ун чухне 1824 ҫулхи пушар хыҫҫӑн Кивӗ хулана ҫӗнӗрен хӑпартнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртсене тунӑ чухне унчченхи хуралтӑсенчен юлнӑ чулпа усӑ курнӑ, ҫакӑн пек тӗслӗхе 74-82 ҫуртсенче асӑрхама пулать. Грассмаркет районӗнче ӗлӗкхи хула хӳмин пайӗсем те сыхланса юлнӑ.

Паянхи вӑхӑт

Грассмаркет — Шотланди тӗп хулин халӑх йышлӑ хӗвӗшекен районӗсенчен пӗри. Кунта пабсем, ресторансем, каҫхи клубсем, лавккасем, ҫавӑн пекех Apex Hotels йышне кӗрекен икӗ пысӑк хӑна ҫурчӗ пур. Грассмаркет ҫавӑн пекех ҫамрӑксене, уйрӑмах, студентсене илӗртет, вӑл вӗсен юратнӑ вырӑнӗ шутланать.

2009—2010 ҫулта Грассмаркета ҫуран ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе реконструкциленӗ. Тротуарсене анлӑлатнӑ, ҫавӑн пекех мероприятисем ирттермелли лапамсем те йӗркеленӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ пулӑшу).
  2. пулӑшу).

Вуламалли

Статьясем

Каҫӑсем

  • РУВИКИ.Медиа-ра
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Грассмаркет статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '