Григоров Михаил Яковлевич
Григорьев Михаил Яковлевич (1912 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ, Новопокровский район[d] — 1945 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ, Венгри) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1], пулемёт отделенин командирӗ, гварди аслӑ сержанчӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи майӑн 2-мӗшӗнче Кубань облаҫӗнчи Новопокровская станицинче (хальхи Краснодар Енӗнчи Новопокровски районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1].
1941 ҫулта Новопокровски район военкомачӗ Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ҫапӑҫнӑ. Ленинград фронтӗнче, 3-мӗш Украина фронтӗнче вӑрҫнӑ[1].
Ленинград фронтӗнче 3-мӗш уйрӑм стрелоксен батальонӗн (137-мӗш уйрӑм стрелоксен бригади) 1-мӗш стрелоксен ротин командирӗн ҫумӗ, аслӑ сержант Григорьев М. Я. Любань наступлени операцине (1942 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ — акан 30-мӗшӗ) хутшӑннӑ[1].
1942 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче вӑл ертсе пынӑ взвод тӑшмана стратеги енчен кирлӗ сӑртран кӑларса янӑ, трофейсем туртса илнӗ: 2 радиостанци, 1 ал пулемёчӗ, 1 «Парабеллум» пистолет. Ҫакӑн чухне 15 нимӗҫ салтакӗпе 2 офицерне тӗп тунӑ. Ҫак ҫапӑҫусемшӗн Григорьев М. Я. «Хӑюлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ[1].
1943 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнчен 16-мӗшӗччен Ленинград облаҫӗнчи Тосно районӗнчи Васькины Нивы ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура стрелоксен отделенин командирӗ аслӑ сержант Григорьев М. Я. пехота тӑшман блиндажӗсене 70 метр ҫывӑхлансан, малалла васкаса кайнӑ, ытти ҫар ҫыннисене те хавхалантарнӑ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл хӑйӗн аллипе 4 нимӗҫе вӗлернӗ, ҫакӑншӑн иккӗмӗш «Хӑюлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ[1].
1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнче пулемёт отделенин командирӗ, гварди аслӑ сержанчӗ Григорьев М. Я. Вена наступлени операцин пуҫламӑшӗнче Венгрири Мадьяральмаш пурӑнан вырӑн (Секешфехервар хулинчен ҫурҫӗрелле 12 ҫухрӑм) патӗнчи ҫапӑҫура палӑрнӑ[1].
1945 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче тӑшманӑн хӑватлӑ хӳтӗлӳ районне татса кӗнӗ чухне фашистсем контртапӑну ҫӗкленӗ, танксемпе бронетранспортёрсем тапӑннӑ. Гварди аслӑ сержанчӗ Григорьев М. Я. нимӗҫ «Тигр» танкӗпе кӗрешнӗ. Вӑл ун ҫине виҫӗ граната пӑрахнӑ, анчах та танк малалла пынӑ[1].
Ҫак кирлӗ самантра гварди аслӑ сержанчӗ Григорьев М. Я. хӑйне танка хирӗҫ гранатӑсемпе ҫыхса танк айне ӳкнӗ, хӑйӗн пурнӑҫне парса танка экипажӗпе пӗрле сирпӗтнӗ, ҫакӑ тӑшман контртапӑнӑвне чарса лартнӑ та батальона малалла тапӑнса фашистсене аркатма май панӑ[1].
1945 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче вилнӗ. Мадьяральмашра пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Ленин орденӗ) — командованин ҫапӑҫу заданийӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюплӑхшӑн[1].
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ)
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (1942 ҫулхи акан 28-мӗшӗ)
- «Хӑюплӑхшӑн» медаль (1943 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ)
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.