Григорьев Иван Иванович

Григорьев Иван Иванович (1922 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Алтай Ен1945 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, гварди аслӑ лейтенанчӗ[1][2], 93-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945, вилнӗ хыҫҫӑн)[1][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Иван Иванович Григорьев 1922 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Уткуль разъездӗнче (халӗ Алтай Ен) чукун ҫул ӗҫченӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][4]. Кил-йышӗпе Барнаул хулине, кайран Баюново станцине, унтан Контошино ялӗ (Косихински районӗ) куҫса кайнӑ[1]. Унта вӑл çиччӗ класлӑ шкул пӗтернӗ. 1939 ҫулта Барнаул транспорт-техника чукун ҫул шкулне вӗренме кӗнӗ, пӗр вӑхӑтрах Барнаул аэроклубӗнче вӗреннӗ, ӑна 1940 ҫулта пӗтернӗ[1][5].

1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, Новосибирск авиаци лётчик шкулне вӗренме янӑ, кайран Молотов ҫар-авиаци лётчик шкулне куҫарнӑ[1]. Унта вӑл бомбардировщик лётчикӗ квалификацийӗ илнӗ. 1942 ҫулхи май уйӑхӗнче Чкалов авиаци лётчик шкулне «Ил-2» штурмовик ҫине вӗренме янӑ[1][3].

1943 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче Григорьев И. И. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсене ӑсатнӑ[1]. Вӑл Кăнтăр-Анăç, 1-мӗш тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск ҫапӑҫувне, Изюм-Барвенковски, Донбас, Запорожье, Никополь-Кривой Рог, Березнеговато-Снигиревка, Одесса, Львов-Сандомир, Сандомир-Силези, Анатри Силези, Тури Силези, Берлин наступлени операцисене хутшӑннӑ[1][2].

1945 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Григорьев И. И. гварди аслӑ лейтенанчӗ 93-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн (5-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗ, 2-мӗш гварди штурмлакан авиаци корпусӗ, 2-мӗш сывлӑш ҫарӗ, 1-мӗш Украина фрончӗ) эскадрильяне командӑланӑ[1][3]. Вӑл 155 ҫар вӗҫевӗ тунӑ, сывлӑш ҫапӑҫувӗсенче хӑй 4, ушкӑнпа 1 тӑшман самолёчӗпе ҫапса тӑкнӑ, ҫапла 4 самолёта ҫӗр ҫинче аркатнӑ[1][3].

1945 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче Григорьев И. И. Коттбус хулинчен (Германи) Чехословакири Прагӑна ҫитмелли наступлени операцине хутшӑнма вӗҫсе тухнӑ[1][4]. Польша территорийӗ ҫийӗнче унӑн самолёчӗ зенит вутӗпе ҫапса тӑкнӑ. Лётчик сывлӑш стрелокне парашютпа сикме хушнӑ, вӑл ҫавӑн пек те тунӑ. Кайран Григорьев И. И. хӑй те сикнӗ, анчах парашют уҫӑлма ҫӳллӗш ҫителӗксӗр пулнӑ[1][6]. Григорьев И. И. Ченстохова хулинче (Польша) пытарнӑ[1][5].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «тӑшманпа ҫапӑҫура кӑтартнӑ мужестволлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди аслӑ лейтенанчӗ Григорьев Иван Ивановича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1][4].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Григорьев И. И. ятне Новоалтайск хулинчи урама, парка, 17-мӗш шкула панӑ[1][4].
  • Новоалтайск хулинче бюсчӗ тата обелиск вырнаҫтарнӑ[1][5].
  • Новоалтайск хулинче И. И. Григорьев асӑнмалли греко-рим кӗрешевӗпе вылявсем иртереҫҫӗ[4].
  • Косихински районӗнчи шкула унӑн ятне панӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24 Григорьев Иван Иванович (выр.). warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Григорьев Иван Иванович (выр.). Дорога Памяти. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Старший лейтенант И.И. Григорьев с товарищем по эскадрилье у штурмовика Ил-2 (выр.). Waralbum.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Григорьев Иван Иванович (выр.). Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Григорьев Иван Иванович (выр.). Весь Алтай. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  6. ^ Однополчане у могилы летчика-штурмовика И.И. Григорьева (выр.). Waralbum.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем