Вуникĕ уйăх (мультфильм)
Вуникĕ уйăх (выр. Двенадцать месяцев) — Союзмультфильм киностудире 1956 çулта Иван Иванов-Вано режиссёр Самуил Яковлевич Маршак 1942-43 çулсенче хайланă юмахĕпе ӳнерленĕ совет мультфильмĕ.
Сюжет
Хĕлле. Король керменĕ. Çамрăк королева урокра ларать. Профессор çанталăк сезонĕсем пирки каласа панă чухне çурхи чечексене — çеçпĕлсене — асăнать. Королева халех çав чечексене хăйĕн килĕнче курасшăн пулать. Профессор ăна хĕл кунĕсенче вĕсене тупма çуккине ăнлантарать, çавах та Королева çеçпĕл чечекне тултарнă карçинккешĕн ылтăн тултарнă карçинкке памалли хушу кăларать. Çăтăх Ама çурипе унăн наян Хĕрĕ, çакна пĕлсен, тӳрех Усрав хĕрне вăрмана çеçпĕл пуçтарма яраççĕ.
Ӳнерлекен ушкăн
- Сценарий: Самуил Маршак тата Николай Эрдман
- Лартакан режиссёр: Иван Иванов-Вано
- Режиссёр — Михаил Ботов
- Лартакан ӳкерçĕсем: Александр Беляков, Константин Карпов, Анатолий Курицын
Сăнарсене калаçтаракансем
- Людмила Касаткина — усрав хĕр
- Галина Новожилова — королева
- Эраст Гарин — профессор
- Леонид Пирогов — хĕрлĕ тумланнă кăшкăравçă
- Татьяна Барышева — ама çури
- Юлия Юльская — хĕрĕ
- Владимир Володин — кашкăр
- Алексей Грибов — Кăрлач уйăхĕ
- Алексей Консовский — Ака уйăхĕ
- Ирина Потоцкая — çуллахи уйăхсенчен пĕри
- Григорий Шпигель — пахчаçă
Асăрхавсем
Каçăсем
- «Двенадцать месяцев»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- «Двенадцать месяцев» «Аниматор.ру» çинче
- «Двенадцать месяцев» на сайте «Энциклопедия отечественного кино»
- «Двенадцать месяцев» Кадры из фильма2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- 10 легендарных мультфильмов Ивана Иванова-Вано m.vm.ru
- Георгий Бородин. «Новогодняя анимация»2012 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.