Джереми Реннер
Дже́реми Ли Ре́ннер (акăл. Jeremy Lee Renner, ҫур. 1971 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Модесто[d], Калифорни) — американ актёрӗ, икӗ хутчен ӑна «Оскар» (2010, 2011) премине, ҫаван пекех BAFTA (2010) тата «Ылтӑн глобус» (2011) илме тӑратнӑ.
Джереми Реннер ӳкерӗннӗ паллӑрах фильмсем: «Тӑвӑл хуҫи» (2008), «Вӑрӑсен хули» (2010), «Пурнӑҫлама йывӑр мисси: Фантом протоколӗ» (2011), «Борн эволюцийӗ»(выр.)чăв. (2012), «Тухатмӑшсене тытасси» (2013), «Ҫиллӗ юханшыв» (2017). Marvel китематографи тӗнчинче Клинт Бартон (Кӑйкӑр куҫӗ) сӑнарне ултӑ фильмра тата сериалта вылянӑ (2011—2021).
Биографийӗ
1971 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Калифорни штатӗнчи Модесто(выр.)чăв. хулинче ҫуралнӑ[4][5][6][7]. Вэлери Керлипе Ли Реннер ҫемйинче вӑл ҫичӗ ачаран чи асли пулнӑ. Амӑшӗ енчен унӑн йӑхӗ ирландсенчен пырать, ашшӗ енчен — нимӗҫсенчен[8][9][10][11][12].
Джереми хӑйӗн пӗлӗвне Фред Бейер аслӑ шкулӗнче тата Модесто кӗҫӗн колледжӗнче илнӗ. Колледжра Дэвид Борианаз(выр.)чăв. актёрпа пӗрле актёр класне вӗренме ҫӳренӗ[6][6][13].
Sons of Ben ушкӑнра гитара каланӑ, юрланӑ.
Карьери
Джереми хӑйӗн актёр карьерине антигеройсен сӑнарне выляса пуҫланӑ — вунсаккӑрмӗш ӗмӗрти вампир, хӗҫпӑшаллӑ алкоголик, нумай ҫынна вӗлерекен сӑнарсене калӑпланӑ. 2000-мӗш ҫулсенче, тӗпрен илсен, иккӗмӗш шайри рольсене вылянӑ — «S.W.A.T. Пирӗштисен хулин спецназӗ», «Цыпочкӑсем», «Ҫурҫӗрти ҫӗршыв». «S.W.A.T. Пирӗштисен хулин спецназӗнче» Брайн Гэмбл сӑнарне калӑплас кӑмӑл пуррине пула «Вӑйлӑ ҫарату» фильмра ӳкерӗнме килӗшмен; бокс енӗпе тренировкӑ ирттернӗ вӑхӑтра аллине хуҫнӑ[14].
Критиксен куҫне вӑл «Дамер палач» тата «Нео Нед» фильмсем тухнӑ хыҫҫӑн лекнӗ[15]. Хӑйӗн ятне вӑл, ҫавӑн пекех паллӑ пулса тӑрасси патне «Оскара» тивӗҫнӗ «Тӑвӑл хуҫи» вӑрҫӑ триллерне пула тухнӑ, кунта тӗп сӑнара калӑпланӑшӑн Джеремине «Чи лайӑх актёр» категорире «Оскар» премине(выр.)чăв. номинациленӗ[16][17].
Пинк (юрӑҫ) «Trouble» юрӑ валли клипри шериф ролӗнче ӳкерӗннӗ[18].
2011 ҫулта ӑна Бен Аффлекӑн «Вӑрӑсен хули» фильмӗнче Джем сӑнарне калӑпланӑшӑн «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ» категорийӗнче иккӗмӗш хут «Оскар» премине илме тӑратнӑ[19][20][21][22]. Ҫав ҫулах «Тор» фильм тухнӑ, унта Реннер Кӑйкӑр куҫӗ суперпаттӑрӑн эпизодлӑ рольне вылянӑ[23][24]. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫак роле тепӗр хут (ку хутӗнче тӗп паттӑрсенчен пӗрин вырӑнӗнче) «Мстители» фильмра калӑпланӑ[25][26]. Ҫавӑн пекех 2011 ҫулта «Пурнӑҫлама йывӑр мисси: Фантом протоколӗ»(выр.)чăв. фильм тухнӑ, Джереми унта та тӗп рольсенчен пӗрине вылянӑ.
«Пӑрлӑ тапхӑр 4: Континентсен куҫӑвӗ» мультфильмра Гатт капитана сасӑламалла пулнӑ, анчах та ӳкерӗнмелли расписанипе пушӑ пулайманнине пула проекта хутшӑнайман.
2012 ҫулта проката «Борн эволюцийӗ» боевик тухнӑ, унта Реннер Аарон Кросс суперагент сӑнарне калӑпланӑ[27][28]. 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Тухатмӑшсене тытни» фильм тухнӑ, унта актёр Ганзель рольне вылянӑ[29].
2016 ҫулта «Килсе ҫитни» ӑслӑхпа фантастика фильмӗнче Иэн астрофизикӑн рольне вылянӑ[30], фильма «Оскар» премине илме 8 номинацире тӑратнӑ.
2019 ҫулта кинотеатрсенче актёр хутшӑннипе хатӗрленӗ харӑсах икӗ проектпа паллашма май пулнӑ: «Мстительсем: Финал» тата «Арктика хуралҫисем». Юлашкине Раҫҫейре чӳк уйӑхӗн варринче кӑтартнӑ. Анимаци камичӗн оригиналлӑ версийӗнче Реннер тӗп сӑнара, поляр тиллине, сасӑланӑ.
2021 ҫулта вӑл Disney+ компани ӳкернӗ Кӑйкӑр куҫӗ сериалта Кӑйкӑр Куҫ сӑнарӗ патне таврӑннӑ. Ҫав ҫулах Реннер Paramount+ компанин «Кингстаун мэрӗ» сериалӗнче тӗп рольте ӳкерӗнме пуҫланӑ[31].
2024 ҫулта Реннер хӑйӗн хӗрӗпе пӗрле Супербоул валли Silk бренд рекламинче ӳкерӗннӗ[32].
Инкеке хыҫҫӑн сывалсан Реннерӑн тулли метражлӑ кинори пӗрремӗш пысӑк ролӗ Райан Джонсонӑн «Ҫӗҫӗ кӑлар: Вӑран, вилнӗскер» детективӗнчи фильмӗ пулса тӑнӑ. Фильм ҫинчен ҫырнӑ чухне МИХсем вӑл актёр ӗҫне каялла таврӑнни ҫине уйрӑмах пысӑк пусӑм тунӑ[33].
Харпӑр пурнӑҫӗ
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Реннер Канадӑри моделе Сонни Пачекона качча илнӗ[34][35][36]. Реннерпа Пачеко Ава Берлин (1962 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ) ашшӗ-амӑшӗ пулаҫҫӗ[37][38]. 2014 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Пачеко Реннерпа уйрӑлма хут ҫырса панӑ, ҫакна вӑл пӗр-пӗринпе килӗштерӳ ҫуккине пула тунӑ[39]. 2015 ҫул вӗҫӗнче вӗсене уйӑрнӑ; Реннерпе Пачеко хӑйсен хӗрне иккӗн пайланса ӳстереҫҫӗ[40].
«Америкӑлла ултав» фильмра Джеремипе пӗрле ӳкерӗннӗ Дженнифер Лоуренс(выр.)чăв. актриса унӑн аякри тӑванӗ пулать[41].
Сурансенчен сывалнă вăхăтра вӑл Кассандра СиСи Мэйсон модель тата ӳкерӗнме кӑна пуçлакан актрисӑпа тӗл пулнӑ[42].
Пӑтӑрмахсем
2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Джереми Реннера гусеницӑллӑ ратракра юр тасатнӑ чухне пулса иртнӗ инкек хыҫҫӑн пульницӑна вырттарнӑ. Шериф офисӗнчи пысӑк аварисене тӗпчекен ушкӑн инцидент мӗне пула сиксе тухнине тӗпчеме тытӑннӑ[43]. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Реннер юр ӑшне кӗрсе ларнӑ машинӑна пулӑшнӑ, ҫапла вӑл хӑй ратрак айне лекнӗ[44]. Пӑтӑрмаха пула актёрӑн кӑкӑр кӑшкарне аманнӑ тата шӑммисемпе мышцисем суранланнӑ. Актёр енчен сӑмах калакан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл питӗ вӑйлӑ аманнӑ, анчах сывлӑхӗ малалла стабиллӗ пулнӑ тесе хакланӑ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче актёрӑн сывлӑхӗ лайӑхланман, вӑл икӗ операци хыҫҫӑн интенсивлӑ терапи палатинче юсаннӑ[45][46]. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче каҫхине Джереми тӑна кӗнӗ, халӑх тетелӗсенче сообщени вырнаҫтарнӑ, уншӑн пӑшӑрханакан пур фаната та тав тунӑ[47].
2023 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче CNN репортёрӗсем пӑтӑрмах пирки хатӗрленӗ полици отчёчӗпе паллашма пултарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Джереми Реннер тӑванӗн ывӑлне унӑн грузовикне юр ӑшӗнчен кӑларма пулӑшнӑ. Ратрака ручник ҫине лартманран вӑл пӗр самантра тӑвайккинчен тӳрех тӑванӗн ывӑлӗ ҫине шуса анма пуҫланӑ. Актёр ҫакна асӑрхасан вӑл транспорт хатӗрне чарма хӑтланнӑ, ҫапла май ӑна гусеницӑсем айне тунӑ. Пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫӑлавҫӑсем пынӑ вӑхӑтра тӑванӗн ывӑлӗ тата ытти ҫынсем актёра пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Кайран ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ, унта тухтӑрсем 30 шӑмӑ хуҫӑлнине тупса палӑртнӑ[48].
2025 ҫулта «Мой следующий вдох» автобиографи кун ҫути курнӑ, актёр унта пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ[33].
Фильмографийӗ
| Ҫул | Чӑвашла ячӗ | Оригиналлӑ ячӗ | Роль | |
|---|---|---|---|---|
| 1995 | ф | Вӗренсе тухакансен ҫулҫӳревӗ | Senior Trip | Марк «Дагс» Д'Агастино |
| 2000 | с | Ангел | Angel | Пенн |
| 2001 | с | C.S.I.: Преступлени вырӑнӗ | CSI: Crime Scene Investigation | Роджер Дженнингс |
| 2001 | ф | Пичкери сельдсем | Fish in a barrell | Реми |
| 2002 | ф | Дамер палач | Dahmer | Джеффри Дамер |
| 2002 | ф | Упӑте юратӑвӗ | Monkey Love | Дил |
| 2003 | ф | S.W.A.T. Пирӗштисен хулин спецназӗ | S.W.A.T. | Брайан Гэмбл |
| 2004 | ф | Цыпочкӑсем | The Heart Is Deceitful Above All Things | Эмерсон |
| 2004 | ф | Палач юратӑвӗ | Love Comes to the Executioner | Чик |
| 2005 | ф | Ҫурҫӗрти ҫӗршыв | North Country | Бобби Шарп |
| 2005 | ф | Тӳпере уҫӑлса ҫӳрени | A Little Trip to Heaven | Фред |
| 2005 | ф | Вуникӗ ҫулхисем | 12 and Holding | Гас Мейтланд |
| 2005 | ф | Нео Нед | Neo Ned | Нед |
| 2005 | ф | Догтаун патшисем | Lords of Dogtown | Джей менеджерӗ |
| 2007 | ф | Хӑравҫӑ Роберт Форд епле Джесси Джеймса вӗлернӗ | The Assassination of Jesse James by the Coward Robert Ford | Вуд Хайт |
| 2007 | ф | 28 эрне иртсен | 28 Weeks Later | Дойл |
| 2007 | ф | Илсе ккаясси | Take | Сол |
| 2007 | с | Хаус доктор | House, M.D. | Джимми Куидд |
| 2008 | ф | Тӑвӑл хуҫи | The Hurt Locker | Уильям Джеймс сержант |
| 2009 | ф | Генийсем / Лампочка | Lightbulb / Ingenious | Сэм |
| 2009 | с | Тӗлӗнмелле детектив | The Unusuals | Джейсон Уолш детектив |
| 2010 | ф | Вӑрӑсен хули | The Town | Джеймс Кафлин |
| 2011 | ф | Тор | Thor | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2011 | ф | Пурнӑҫлама йывӑр мисси: Фантом протокол | Mission: Impossible – Ghost Protocol | Уильям Брандт |
| 2012 | ф | Мстительсем | The Avengers | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2012 | ф | Борн эволюцийӗ]] | The Bourne Legacy | Аарон Кросс / Кеннет Джеймс Китсон |
| 2013 | ф | Тухатмӑшсене тытасси | Hansel and Gretel: Witch Hunters | Ганзель |
| 2013 | ф | Питӗ хӗрӳ юрату | The Immigrant | иллюзионист Орландо |
| 2013 | ф | Американла ултав | American Hustle | Кармайн Полито |
| 2014 | с | Тӗнче вӑрҫисем | The World Wars | рассказчик |
| 2014 | с | Луи | Louie | Джефф Дэвис |
| 2014 | ф | Хыпарҫӑна вӗлересси | Kill the Messenger | Гэри Уэбб |
| 2015 | ф | Мстительсем: Альтрон тапхӑрӗ | Avengers: Age of Ultron | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2015 | ф | Пурнӑҫлама йывӑр мисси: Изгойсен йӑхӗ | Mission: Impossible — Rogue Nation | Уильям Брандт |
| 2016 | ф | Пӗрремӗш мститель: Хирӗҫ тӑни | Captain America: Civil War | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2016 | ф | Килсе ҫитни | Arrival | Йен Доннели |
| 2017 | ф | Ҫиллӗ юханшыв | Wind River | Кори Ламберт |
| 2017 | ф | Кил | The House | Томми Попоули |
| 2018 | ф | Эсӗ хӑвалатӑн! | Tag | Джерри |
| 2019 | ф | Мстительсем: Финал | Avengers: Endgame | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ / Ронин |
| 2019 | мф | Арктика хуралҫисем | Arctic Justice: Thunder Squad | Свифти |
| 2021 | ф | Хура тӑлӑх арӑм | Black Widow | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2021 | мс | Мӗн пулӗ, енчен те…? | What If…? | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2021 — х. в. | с | Кингстаун мэрӗ | Mayor of Kingstown | Майк Макласки |
| 2021 | с | Кӑйкӑр куҫӗ | Hawkeye | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2023 | с | Реннервацисем | Rennervations | Джереми Реннер / Хӑйне хӑй вылянӑ / Ертсе пыракан |
| 2024 | ф | Мстительсем: Суд кунӗ | Avengers: Doomsday | Клинт Бартон / Кӑйкӑр куҫӗ |
| 2025 | ф | Ҫӗҫӗ туртса кӑлар: Вӑран, вилӗ ҫын | Wake Up Dead Man. A Knives Out Mystery |
Дискографийӗ
- 2020 — The Medicine (EP album)
- 2020 — Live For Now (EP album)
Наградӑсемпе номинацисем
| Преми | Ҫул | Фильм | Категори | Пӗтӗмлетӳ |
|---|---|---|---|---|
| «Оскар» | 2010 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| 2011 | «Вӑрӑсен хули» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| «Ылтӑн глобус» | 2011 | «Вӑрӑсен хули» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| BAFTA | 2010 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| «Критиксен суйлавӗ» | 2010 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| 2011 | «Вӑрӑсен хули» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| Чи лайӑх актёрсен йышӗ | Номинаци | |||
| 2014 | «Америкӑлла ултав» | Чи лайӑх актёрсен йышӗ | Çĕнтерӳ | |
| «Никама пӑхӑнман чун» | 2003 | «Дамер палач» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| 2009 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| «Спутник» | 2009 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ — драма | Çĕнтерӳ |
| 2010 | «Вӑрӑсен хули» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| 2018 | «Ҫиллӗ юханшыв» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| «Сатурн» | 2019 | «Мстительсем: Финал» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| АПШ кинокритикӗсен наци канашӗ | 2009 | «Тӑвӑл хуҫи» | Арҫынсен хушшинчи чи пысӑк ҫитӗнӳ | Çĕнтерӳ |
| 2010 | «Вӑрӑсен хули» | Чи лайӑх актёрсен йышӗ | Çĕнтерӳ | |
| АПШ киноактёрсен гильдийӗн премийӗ | 2010 | «Тӑвӑл хуҫи» | Чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци |
| Чи лайӑх актёрсен йышӗ | Номинаци | |||
| 2011 | «Вӑрӑсен хули» | Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ | Номинаци | |
| 2014 | «Америкӑлла ултав» | Чи лайӑх актёрсен йышӗ | Çĕнтерӳ |
Ӑнлантарусем
- ^ Jeremy Renner // Filmportal.de — 2005.
- ^ Jeremy Renner // Munzinger Personen (нем.)
- ^ http://www.aveleyman.com/ActorCredit.aspx?ActorID=45947
- ^ Jeremy Renner on His Daughter. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Walden, Celia. Jeremy Renner on Mission Impossible 4, The Daily Telegraph (2011-12-11). 2017 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Rowlandmrowland, Marijke Renner has taken a long, slow road to fame – Jeremy Renner. Modesto Bee (7 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ Lippolis, Raffaella Jeremy Renner, l'antiero dagli occhi di ghiaccio (итал.). Cinefilos (17 ҫӗртмен 2012). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- ^ Pardee, Thomas. Actor Jeremy Renner escapes injury as huge tree topples, The Modesto Bee (2008-01-05). 2008 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner Finally Gets Some Action. Details. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ Braun, Liz Renner tackling bigger missions | Movies | Entertainment. Toronto Sun. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 'Hurt Locker' Star Jeremy Renner on Ditching His Mom, Dancing With Madonna (VIDEO). AOL TV (23 авӑнӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Galloway, Stephen Jeremy Renner's Shot at Playing Hero. The Hollywood Reporter (4 акан 2012). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Staff writers. Oscar Nominee Renner: 'It's Awesome. Really Awesome': Modesto actor nominated for best actor in 'The Hurt Locker', The Modesto Bee (2010-02-02). 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Koehler, Robert. S.W.A.T., variety.com (2003-08-07). Тӗрӗсленӗ: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner Haunted By 'Dahmer' Role. starpulse.com. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Sigourney Weaver, Justin Timberlake, Kyra Sedgwick, Ray Romano and Others will Present at the 16th Annual SAG Awards®. sag.org. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Nominees & Winners for the 82nd Academy Awards. oscars.org. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ JPink Falls Off Horses, Avoids Rattlesnakes During 'Trouble'-Filled Video Shoot. mtv.com. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
- ^ Blank, Emily. Hollywood's A-List Redefined, (slide 6 of 10 in slideshow) The Hollywood Reporter' (2010-11-15). 2011 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Jason Bateman, Jon Hamm, Nicole Kidman, Jeremy Renner, Sofia Vergaraand Robin Wright To Present At The 17th Annual Screen Actors Guild Awards®. sag.org. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Best Supporting Actor: Jeremy Renner. esquire.com. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner reacts to Oscar nomination for 'The Town'. Entertainment Weekly. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
- ^ Report: Jeremy Renner's Hawkeye Makes A Cameo In 'Thor'. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 'Mission: Impossible 4′ Set Photos of Jeremy Renner & Josh Holloway. screenrant.com. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Corinne Heller. Joss Whedon Talks 'The Avengers': Jeremy Renner Confirmed as 'Hawkeye'. OnTheRedCarpet.com (23 утӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Steve Weintraub. Scarlett Johansson and Jeremy Renner Talk The Avengers. Collider.com (3 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner: 'I want Bourne collaboration with Matt Damon'. Digital Spy. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner on Bourne Legacy. Empire. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
- ^ First Look: Jeremy Renner in "Hansel and Gretel: Witch Hunters". worstpreviews.com. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner Joins Amy Adams in Sci-Fi 'Story of Your Life' (Exclusive) (акăлч.), The Hollywood Reporter. 2015 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Rice, Lynette 'Mayor Of Kingstown': Paramount+ Announces Return Date, Drops New Teaser. Deadline Hollywood (1 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Brew, Caroline Jeremy Renner Shows Off His 'Hawkeye' Moves After Snow Plow Injury Recovery in Super Bowl Ad. Variety (12 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Джереми Реннер рассказал о первых съемках после того, как почти умер. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Bacardi, Francesca Jeremy Renner and Wife Sonni Pacheco Split After Just 10 Months of Marriage. E! (30 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Thorpe, Elizabeth E. Jeremy Renner Talks 'Kill the Messenger' Movie, Marriage, and Fatherhood. Capitol File (Авӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Billups, Andrea Jeremy Renner Confirms Marriage to Sonni Pacheco. People (24 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ Takeda, Allison Jeremy Renner Names Baby Daughter Ava Berlin. Us Weekly (29 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Hiblen, Carolyn. Playing happy families: Jeremy Renner and ex-girlfriend Sonni Pacheco enjoy an amicable outing with precious daughter Ava (2013-09-20). 2020 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Ehrich Dowd, Kathy. Jeremy Renner's Wife Sonni Pacheco Files for Divorce, People (2014-12-30). 2014 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Jeremy Renner to Share Custody of His Daughter in Divorce Settlement. People. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Guglielmi, Jodi Surprise! American Hustle Costars Jennifer Lawrence and Jeremy Renner Are Related. People (20 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Раскрыт тайный роман звезды «Мстителей» Джереми Реннера. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Christy Piña,Aaron Couch, Christy Piña, Aaron Couch. Jeremy Renner in “Critical But Stable Condition” After Snow Plow Accident(паллӑ мар). The Hollywood Reporter (2 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 'Too messed up now to type': Jeremy Renner posts from hospital bed after critical injury (2023-01-03). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
- ^ J. Kim Murphy, J. Kim Murphy. Jeremy Renner Out of Surgery After Suffering Blunt Chest Trauma, Remains in Intensive Care(паллӑ мар). Variety (3 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Chloe Melas,Nouran Salahieh. Jeremy Renner is in ICU recovering from 2 surgeries after being injured in snow plowing incident (англ.). CNN (3 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Chloe Melas,Aya Elamroussi. Jeremy Renner thanks his fans for their sympathies in his first social media post after snow plowing accident (англ.). CNN (4 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Paul P. Murphy. Jeremy Renner was crushed by snowplow as he tried to save nephew from injury, sheriff's report says (англ.). CNN (25 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
Хушма литература
- Peter Howell. Iraq War Movie Put Hurt on Actor(акăлч.) The Toronto Star