Думилин Илья Петрович

Думилин Илья Петрович (1911 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Тăрăн, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗ, Сталинград[d], Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР[1]) — чăваш сăвăçи, прозаик, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăннăскер, СССР Çыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1962 çулта вилнĕ хыççăн йышăннă)[1].

Пурнăҫӗ

1911 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Тăрăн ялӗнче (халӗ Чăваш Республикин Патăръел районĕ) ҫуралнă[1].

Анат Туҫари колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ[1]. 1928 çулта «Канаш» хаçат редакцийӗн журнал-газета экспедицинче фальцовщик пулса ĕçленĕ[1]. 1935—1940 çулсенче Патăръелре киномеханиксен шкулĕнче вĕрентекен пулса тăрăшнă[1]. 1940 çулта вăтам шкул директорĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшӑннӑ, отделени командирĕ пулнă[1]. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Сталинград патӗнчи çапăçура пуç хунă[1]. 1962 çулхи май уйӑхӗнче вилнӗ хыҫҫӑн СССР Çыравҫисен Пӗрлӗхӗн пайташӗ шутне кӗртнӗ[1].

Пултарулӑхӗ

«Канаш» хаçат редакцинче ĕçленĕ вăхăтра литература ĕçĕпе кăсăкланма пуçланă[1]. Унӑн пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем 1928 çулта «Сунтал» тата «Хатĕр пул» журналсенче пичетленнӗ[1]. 1930-мӗш çулсен пуҫламӑшӗнче Инҫет Çурçĕр тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн лирика сӑввисен «Вăраннă Çурçĕр» циклне ҫырнă.

1934 çулта унăн «Хумсем» ятлă сăвăпа калавсен пуххи кун çути курнă[1]. Унăн сăввисем уйрăм сăвăсен пуххисенче те пичетленнĕ: «Сердце, пробитое пулей» (1975), «Юлашки юн тумламĕччен» (1980)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Думилин Илья Петрович (поэт) (выр.). Чăваш Республикин наци электронлă библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Думилин Илья Петрович // Чăваш энциклопедийĕ. — Шупашкар, 2006. — Т. 1 : А—Е. — С. 545.
  • Думилин Илья Петрович // Батыревская энциклопедия. — Шупашкар, 2005. — С. 69.
  • Думилин Илья Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Шупашкар, 2014. — С. 120.
  • Ялгир, П. Думилин Илья Петрович // Литературный мир Чувашии. — Шупашкар, 2005. — С. 33.