Егоров Алексей Михайлович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

Егоров Алексей Михайлович (1912 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ, Иваново, Владимир кӗпӗрни1995 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Калининград) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче дивизи инженерӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ(10.04.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Беларуç фрончĕн 50-мĕш çарĕн 139-мĕш стрелоксен дивизийӗн дивизи инженерĕ, подполковник.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1912 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Иваново-Вознесенск хулинче (халӗ Иваново) работи ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.

Çурçĕр чукун ҫулӗн Иваново станцинчи фабрика-завод вӗренӳ шкулӗнче вӗренсе тухнӑ.

Чукун ҫулӑн Иваново уйрӑмӗнче машинист пулӑшавҫи пулса ӗҫленӗ, кайран техника пропаганди пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.

1932 ҫултанпа — Ивановора транспорт енӗпе хула комсомол комитечӗн инструкторӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1933 ҫултанпа.

Комсомол путевкипе Ленинградри ҫар-инженер училищине янӑ, ӑна 1936 ҫулта вӗренсе тухнӑ.

Училищӗрен тухсан сапер подразделенине ертсе пынӑ.

1938 ҫулта ВКП(б)/КПСС шутне кӗнӗ.

Анӑҫ Украинӑна ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра 1941 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа.

174-мӗш перевӗҫ дивизин 178-мӗш уйрӑм сапер батальонӗн командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ.

22-мӗш ҫар чакнӑ чухне Егоровӑн саперӗсем каякан ҫарсем хыҫҫӑн кӗперсене, ҫулсене, пӗлтерӗшлӗ стратеги объекчӗсене миналанӑ, мина уйӗсенче иртмелли вырӑнсем тунӑ, тӑшман техникине чарма картасем лартнӑ.

Ҫав вӑхӑтра Егоров пӗрремӗш ҫапӑҫу наградине — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн илнӗ.

1942 ҫулта Егорова 139-мӗш перевӗҫ дивизин дивизи инженерӗ пулма лартнӑ, ҫак дивизире вӑл вӑрҫӑ вӗҫне ҫити ҫапӑҫнӑ.

Дивизи Калинин фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Смоленск ҫӗрне ирӗке кӑларнӑ.

1943 ҫулта Смоленск ҫӗрне ирӗке кӑларнӑ чухне ураран аманнӑ, анчах та строя тухман.

Подполковник Егоров «Багратион» операцийӗнче, 1944 ҫулхи ҫулла Днепр юхан шывне Могилев хули (Беларуҫ) патӗнче каҫнӑ чухне палӑрнӑ.

1944 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче пирӗн ҫарсем Могилевӑн тулашне кӗнӗ.

Сапер ушкӑнӗпе тӑшман тытса тӑнӑ хирӗҫ ҫырана каҫса, Егоров юхан шывӑн инженер разведкине ирттернӗ.

Вӑл юхан шыв урлӑ каҫса выртнӑ кивӗ кӗперӗн шыв айӗнче пытарӑнса тӑракан сваясене тупнӑ.

Ҫывӑхра йывӑҫ штабелӗсем пулнӑ.

Тӑшман вӑйлӑ персе тӑнине пӑхмасӑр, саперсем сваясене ҫӳллетме, ҫул сарма тытӑннӑ, ҫапла вӗсем темиҫе сехетрех Днепр урлӑ каҫма хатӗрленӗ.

Ун ҫумӗнче саперсем пехота валли штурм кӗперӗсем те тунӑ.

Пирӗн ҫарсем Днепра ăнӑҫлӑ каҫнӑ.

Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Могилев ирӗке кӑларнӑ.

Ҫак хӑюлӑхшӑн подполковник Егорова герой ятне пама тӑратнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи Указӗпе командовани заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа геройлӑх кӑтартнӑшӑн подполковник Егоров Алексей Михайловича Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (N 5479) парса Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Березина, Неман юхан шывӗсем урлӑ каҫма хатӗрленӗ чухне те вӑл ҫаплах тӗрӗс ӗҫленӗ.

Тухӑҫ Пруссире ҫапӑҫнӑ, Осовец, Ломжа, Данциг, Виттенберг хулисене ирӗке кӑларнӑ, Одер юхан шывне каҫнӑ чухне каҫма ертсе пынӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта хӗсметре юлнӑ.

1958 ҫулта Куйбышев ячӗллӗ Ҫар-инженер академийӗн хӑвӑрт вӗренӳ курсне вӗренсе тухнӑ.

1960 ҫултанпа полковник Егоров — запаста.

Калининград хулинче пурӑннӑ.

«Промстройматериалсен» тресчӗн ПТО инженерӗ пулса ӗҫленӗ, кайран ЖБИ заводӗн директорӗ пулнӑ.

1967 ҫултанпа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен — Калининград облаҫӗн ҫул управленийӗн пуҫлӑхӗ.

Пенсире чухне ҫамрӑксемпе шкул ачисем хушшинче нумай обществӑлла ӗҫ ирттернӗ.

1995 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Геройӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ N 5479 (10.04.1945);
  • Ленин орденӗ (10.04.1945);
  • виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (27.06.1942, 27.07.1944, 1953);
  • икӗ I степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗ (12.10.1943, 06.04.1985);
  • икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (21.02.1942, 1948).

Медальсем:

  • Жуков медалӗ;
  • «Ҫапӑҫу ӗҫӗсемшӗн» медаль (1944);
  • «Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» медаль;
  • «1941-1945 ҫулсенчи Аслӗ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «Аслӗ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул» юбилей медалӗ;
  • «Аслӗ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул» юбилей медалӗ;
  • «Аслӗ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул» юбилей медалӗ;
  • «1941-1945 ҫулсенчи Аслӗ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул» медаль;
  • «СССР Хӗҫлӗ Хӗсметӗн ветеранӗ» медаль;
  • «30 ҫул Совет Ҫарӗпе Флочӗ» медаль;
  • «40 ҫул СССР Хӗҫлӗ Хӗсметӗ» медаль;
  • «50 ҫул СССР Хӗҫлӗ Хӗсметӗ» юбилей медалӗ;
  • «60 ҫул СССР Хӗҫлӗ Хӗсметӗ» юбилей медалӗ;
  • «70 ҫул СССР Хӗҫлӗ Хӗсметӗ» юбилей медалӗ;
  • I степеньлӗ «Тӗрӗс хӗсметшӗн» медаль.

Астӑвӑм

  • 1995 ҫулта Паттӑр ятне Калининград хулинчи урамсенчен пӗрне панӑ.
  • Раҫҫей ҫар-истори обществи Егоров асӑну хӑмине вӑл вӗреннӗ Иваново хулинчи 1-мӗш професси лицейӗ ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Алексей Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Алексей Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Алексей Михайлович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем