Егоров Алексей Семёнович

Егоров Алексей Семёнович (1914 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Андижан[d], Ферганская область[d]1970 ҫулхи акан 15-мӗшӗ, Елизаветград[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче партизан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (02.05.1945)[1] [2]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăхăтлах оккупациленӗ Украина тата Чехословаки территоринчи партизан бригадин командирĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Алексей Егоров 1914 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче Андижан хулинче (халӗ — Узбекистан) ҫуралнӑ.

1938 ҫулта ӑна Рабоче-крестьян Хӗрлӗ Ҫарне хесмете илнӗ.

Вӑл ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн ҫавӗнтах хесметре юлнӑ.

1941—1942 ҫулсенче Ташкентри Ҫар академийӗнче вӗреннӗ.

1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Мускаври Партизан юхӑмӗн Тӗп штабӗнчи партизан шкулӗнче ӗҫленӗ.

1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Егорова Алексей Фёдоровӑн партизан пӗрлешӗвне диверси ӗҫӗпе командирӗн ҫумне янӑ.

Вӑл диверси ушкӑнӗсене пухса хатӗрленипе тӳррӗн тӑрӑшнӑ.

Партизансене ҫӗнӗ вӑрах вӑхӑтлӑ минӑсемпе усӑ курма вӗрентнӗ.

Хӑй те диверси операцийӗсенче хутшӑннӑ, 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫеҫ унӑн ертсе пынипе тӑшманӑн 7 ҫар эшелонӗпе 1 бронепоездӗ сирпӗтнӗ.

Ковель-Сарны тата Ковель-Брест чукун ҫулӗсем ҫинчи диверсисен хыҫҫӑн вӗсем ҫинчи ҫыхӑну икӗ эрне тӑршшӗпе чарӑнса тӑнӑ.

1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче А. С. Егорова партизан ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ пулса Словакие пӑрахнӑ. Унта ҫурла уйӑхӗнчех ушкӑн ҫинче унӑн командирлӑхӗпе партизан отрячӗ йӗркеленнӗ.

Каярахпа отряд вырӑнти халӑх шучӗпе 2800 ҫынлӑ партизан бригадине ҫитӗннӗ.

Отряда тата бригадӑна ертсе пынӑ май Егоров Словак наци пӑлхавӗнче хастар хутшӑннӑ.

Егоровӑн партизанӗсем 21 кӗпер аркатнӑ, 20 ҫар эшелонне ҫултан кӑларнӑ, ҫавӑн пекех тӑшманӑн нумай ҫар техникине тата ҫын вӑйне пӗтернӗ.

Егоровӑн бригади совет пайӗсемпе пӗрлешсеччен кӗрешме пӑрахман.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи майӑн 2-мӗшӗнчи Хутайӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсене хирӗҫ кӗрешӳре кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Алексея Егорова Ленин орденӗпе тата 7376 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ҫӳллӗ ятне тивӗҫтернӗ.

1945 ҫултан парти ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ.

1956 ҫулта ССКП Тӗп Комитечӗ ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн Кировоград облаҫӗн Ӗҫлекенсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

1970 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче вилнӗ, Кировоградри ӗмӗрлӗх Мухтав Пантеонӗнче пытарнӑ.

Икӗ Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, нумай медальпе тата ютҫӗр наградисемпе чысланӑ.

А. С. Егоров ятне Словак наци пӑлхавӗн 25 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ чехословак кӑкӑр палли «Егоров Ҫӑлтӑрӗ» панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Алексей Семёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Алексей Семёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Каçăсем