Егоров Гаврил Иосифович

Егоров Гаврил Иосифович (1918, Мариинский уезд[d]1948, Южно-Сахалинск[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулемётчик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (03.06.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 47-мĕш çарĕн 3-мĕш гварди танк механизациленӗ корпусĕн 7-мĕш гварди танк механизациленӗ бригадин разведка ротин пулемётчикĕ, гварди сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулта Томск облаҫӗн хальхи Зырян районӗнчи Зырянское ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1938 ҫултанпа. Аслӑ Вӑрҫӑна 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен хутшӑннӑ. Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Украинӑна ирӗке кӑларнине хутшӑннӑ.

Разведка ротин пулемётчикӗ, ВКП(б) пайташне кандидат, гварди сержанчӗ Гавриил Егоров 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Украинӑн Черкассы облаҫӗнчи Канев районӗнчи Селище ялӗ патӗнче Днепр юханшывне каҫнӑ чухне уйрӑлса тӑнӑ.

Гварди сержанчӗ Егоров пӗр ушкӑн салтакпа юханшывӑн сылтӑм ҫыранне пӗрремӗш каҫма тата тӑшманӑн тӗреклӗ вырӑнӗсене разведка тума хушу илнӗ.

Егоров ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ ӗҫ 7-мӗш гварди механизӑмланӑ бригадӑн тӗп пайӗсене каҫма ҫӑмӑллатнӑ.

Хыҫҫӑн Егоров Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче тӑшманӑн пӗхотӑпа танксен йывӑр тапӑнӑвӗсене сирсе яма хутшӑннӑ.

Плацдарма тытса тӑмашкӑн тата ӑна сармашкӑн ҫапӑҫусенче вӑл вун-вун фашиста пӗтернӗ.

Вӑл Селище ялне пӗрремӗш кӗнӗ, икӗ фашиста тыткӑна илнӗ тата, аманнӑ пулин те, тыткӑна илнисене бригадӑн команда пунктне ҫитернӗ.

1945 ҫулта Г. И. Егоров ВКП(б) пайташӗ пулса тӑнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенчен демобилизациленӗ. Сахалин облаҫӗн тӗп хулинче — Кӑнтӑр Сахалинскра пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. 1948 ҫулта вилнӗ.

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнчи Указӗпе, нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешнине командованин ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа героизм кӑтартнӑшӑн, гварди сержанчӗ Егоров Гавриил Иосифовича Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 4443) парса.

Тата медальсемпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Гаврил Иосифович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Гаврил Иосифович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Гаврил Иосифович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем