Егоров Михаил Артёмович

Егоров Михаил Артёмович (1916, Конецполье[d], Калуга кӗпӗрни[d]1964 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Харьков) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ ҫар аслӑ сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.09.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончӗн 52-мĕш çарӗн 294-мĕш стрелоксен дивизийӗн 861-мĕш стрелоксен полкĕн çуран разведка взвочĕн командирӗн пулăшаканĕ, аслă сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Михаил Егоров 1916 ҫулта Конецполье ялӗнче (халӗ — Калуга облаҫӗн Барятино районӗ) ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1932 ҫултанпа Приморье крайӗн Михайловка районӗнчи Николаевка ялӗнче пурӑннӑ та ӗҫленӗ. 1943 ҫулхи февральте Егорова Рабоче-крестьянская Хӗрлӗ Çарне хĕсмете чӗннӗ. Вӑл Волхов, Çеҫен тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ленинград блокадине сирме, Украина тата Молдави ССР-не ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне аслӑ сержант Михаил Егоров 2-мӗш Украина фрончӗн 52-мӗш çарӗн 294-мӗш стрелоксен дивизийӗн 861-мӗш стрелоксен полкӗн ура разведкин взвочӗн командирӗн пулӑшаканӗ пулнӑ. Украина ССР-ӗн Черкассы облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑлса тӑнӑ.

1944 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Звенигородка районӗнчи Рыжановка ялӗ патӗнче Егоров салтаксен ушкӑнӗпе пӗрле икӗ нимӗҫ контратакине сирнӗ. Пушӑн 9-мӗшӗнче Умань патӗнче разведкӑра ҫӳренӗ чухне Егоров хӑй тӗллӗн бронетранспортера тӗп тунӑ, виҫӗ пулемёт точкин вутне пусарнӑ, тӑшман штабне гранатӑсемпе пӑрахса пӗтернӗ тата кирлӗ документсене ярса илнӗ. Пушӑн 27-мӗшӗнчен 28-мӗшӗн ҫӗрӗнче Молдави ССР-ӗн Унгень районӗнчи Петрешты ялӗ патӗнче Егоров виҫӗ тӑшман контратакине сирме хастар хутшӑннӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи хушавӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешнине фронтра командованиӗн ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» аслӑ сержант Михаил Егоров 8814 номерлӗ «Ылтӑн Çăлтăр» медальпе тата Ленин орденӗпе Совет Союзӗн Геройӗн чаплӑ ятне тивӗҫнӗ.

1944 ҫул вӗҫӗнче Егорова аманнипе демобилизациленӗ. Вӑл Калуга облаҫӗнчи Барятино станцинче пурӑннӑ, строительство конторин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахпа Украинӑна куҫса кайнӑ, вӑрҫӑ аркатнӑ Днепродзержинскпа Харькова ҫӗнетес ӗҫе хутшӑннӑ.

1958 ҫултанпа Вӑтам Азире строительство объекчӗсенче ӗҫленӗ. Каярахпа Харькова таврӑннӑ, унта 1964 ҫулта вилнӗ.

3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе тата темиҫе медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Михаил Артёмович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Михаил Артёмович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Михаил Артёмович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои-освободители Черкасщины. — Днепропетровск: Промінь, 1980.
  • Золотые Звезды Приморья. — Владивосток, 1983.
  • Поленков К. А. Калужане — Герои Советского Союза / К. А. Поленков, Н. А. Хромиенков. — Калуга: Калужское книжное издательство, 1963. — 402 с. — 5000 экз.

Каçăсем