Егоров Павел Васильевич

Егоров Павел Васильевич (1914 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Благовещенск[d], Приамурское генерал-губернаторство[d]1989 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ, Ангарск[d], Иркутск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (26.10.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 1-мĕш сывлăш çарĕн 233-мĕш штурмлакан авиаци дивизин 62-мĕш штурмлакан авиаци полкĕн штурманĕ, капитан.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Вӑл чул кӑларакан лаҫра ӗҫлекен ҫын килйышӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта професси-техника шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ те Благовещенскри МТСӑн Вӑтам-Бельски тырӑ совхозӗнче механик пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1935—1937 ҫулсенче ӗҫрен уйрӑлмасӑр Благовещенскри аэроклубра вӗреннӗ. 1938 ҫултан 1941 ҫулччен вӑл Амурпа Биробиджан аэроклубӗсенче пилот-инструктор пулнӑ.

1940 ҫулта ҫара чӗннӗ те вӗҫевҫӗсен ҫар шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ, Инҫет Тухӑҫра тата Уралта ҫарсенче хӗсметре тӑнӑ. 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа П. В. Егоров фронтра. 732-мӗш каҫхи бомбӑлакан полкӑн пилочӗ пулса Мускав ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. Кайран, ИЛ-2 ҫинче вӗҫме вӗренсе, вӑрҫӑ вӗҫлениччен штурмлакан авиацире ҫапӑҫнӑ. 62-мӗш штурмлакан авиаполкра, 233-мӗш штурмлакан авиадивизире, вӑл звено командирӗнчен полк командирӗччен ҫапӑҫу ҫулне Хӗвеланӑҫ тата 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче ирттернӗ.

1943 ҫулхи пуҫламӑшӗнче кӗҫӗн лейтенант званипе 17 тӑшман аэродромне пӗр харӑс тапӑнмалли операцире икӗ ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ — малтан Шаталово ялӗ (Смоленск облаҫӗ) таврашӗнчи аэродрома Як-1 истребителӗсем витӗрнӗ чухне тапӑннӑ, кайран Боровски ялӗ таврашӗнчи аэродрома тапӑннӑ. Боровскине тапӑннӑ чухне штурмлакан самолетсем тӑшманӑн 7 «Фоккевульф» истребителӗпе ҫапӑҫура пулнӑ. Егоров аслӑ лейтенант Панфиловӑн самолетне икӗ истребитель тапӑннинчен ҫӑлнӑ. Егоровӑн самолечӗ пысӑк сиенсем илнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫапӑҫу йӗркинчен юлнӑ. Егоровӑн перекенӗ, суранлансан та, малалли тапӑнусене пурне те ӑнӑҫлӑ сирнӗ, Егоров вара, бензобака шӑтарнӑ пулин те, вӗҫӗмлӗхсӗр зенит орудисемлӑ ПВО зони витӗр хӑйӗн машинине хӑйӗн аэродромне лайӑх ҫитернӗ.

1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен капитан Егоров 83 ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, вӗсенчен 6-шӗ тӑшман самолечӗсене аэродромсенче пӗтерме. Тӑшмана тӗп тунӑ, техникӑра та пысӑк сиен кӳнӗ. 1944 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче уйрӑм пӗлтерӗшлӗ задани пурнӑҫланӑ — ҫиччӗн «ИЛа» ертсе пыраканӗ пулса фашистсен танк пуҫтаракан мастерскойӗсене вӑйлӑ штурмлакан ҫапусем тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи Указӗпе капитан П. В. Егорова Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пурӗ 149 ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ. Унӑн шутӗнче 8 самолет, 50 автомашина, 14 танк, 15 зенит артиллери орудийӗ, 16 чукун ҫул вагонӗ, чукун ҫул кӗперӗ, тӑшманӑн ҫӗршер салтакӗпе офицерӗ.

Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (26.10.1944 ҫ.), икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (26.10.1943 ҫ., 08.07.1943 ҫ.), 3-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗ (06.06.1945 ҫ.), 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (06.04.1985 ҫ. тата 27.01.1943 ҫ.), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, Александр Невский орденӗ тата нумай медаль, ҫав шутра поляксенн медалӗпе наградӑланӑ. Егоровӑн паттӑрлӑхӗсене Аслӑ Тӗп Командующийӑн 24 тав сӑмахӗпе палӑртнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫурҫӗр ҫарсен ушкӑнӗнче тата Инҫет Тухӑҫ округӗнче Сывлӑш-Ҫар вӑйӗсенче командир должноҫӗсенче тӑнӑ. 1959 ҫулхи августра запаса кӑларнӑ, Ангарск хулине куҫса кайнӑ, унта нефтехими комбиначӗн продукцине йышӑнакан ҫар представительствинче ӗҫленӗ.

Ангарскра вилнӗ.

Аставӑм

  • 2005 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче Ангарск хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе П. В. Егоров ятне вӑл пурӑннӑ тӑкӑрлӑка панӑ.
  • Унӑн ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • 2015 ҫулта унӑн ятне Биробиджанти Ҫӗнтерӳ скверӗнчи Паттӑрсен аллейинче уйрӑм гранит пилон ҫинче ӗмӗрлӗхе ҫырса хӑварнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Павел Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Павел Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Павел Васильевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.5.6.

Каçăсем