Егоров Спиридон Михайлович

Егоров Спиридон Михайлович (1908 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Комар[d], Екатеринослав кĕперни1999 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ, Мускав) — Хӗрлӗ ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (07.04.1940)[1] [2]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Çурçĕр-Анăç фронтăн 13-мĕш çарĕн 97-мĕш стрелоксен дивизин 69-мĕш стрелоксен полкĕн рота командирĕ, лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Спиридон Егоров 1908 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Екатеринославль кӗпӗрнин Мариуполь уесӗнчи Комар ялӗнче ҫуралнӑ. Вăл шкулта ултă класс пĕтернĕ, хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1931 çулта Егорова Рабоче-крестьян Хĕрлĕ Çарне хĕсмете чĕннĕ. 1936 çулта вăл Киеври çар пехота училищине пĕтернĕ. Вăл РККА-н Польша походне тата совет-финн вăрçине хутшăннă.

1940 çулхи февраль тĕлне лейтенант Спиридон Егоров 13-мĕш çарăн 97-мĕш стрелок дивизин 69-мĕш стрелок полкĕн ротине ертсе пынă. Çурçĕр-Анăç фронтĕнче вăл Вуокса юханшывĕ çинчи Витса-Саари утравĕшĕн 1940 çулхи февралĕн 25-28-мĕшĕсенче пулнă çапăçусенче палăрнă.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1940 çулхи акан 7-мĕшĕнчи Указĕпе «финн шурă гвардине хирĕç фронтра çапăçу задачисене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн тата çакăн чухне хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн» лейтенант Спиридон Егоров Совет Союзĕн Паттӑрӗн çӳллĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна Ленин орденĕпе 489 номерлĕ «Ылтăн Çăлтăр» медаль панă.

Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăна хутшăннă. 1942 çулта М. В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академине пĕтернĕ, хыççăн стрелок полкĕсене ертсе пынă. 1947 çулта подполковник званийĕпе Егоров запаса тухнă. Вăл Мускавра пурăннă. 1999 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче вилнĕ, Мускаври Троекуров çăвине пытарнă.

Унăн çавăн пекех икĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 3-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ, 1-мĕш степеньлĕ Тӑван Ҫӗршыв вăрçин орденĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата темиçе медаль пулнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Спиридон Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Спиридон Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Каçăсем