Еделев Пётр Васильевич
Еделев Пётр Васильевич (1909 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ [ҫӗртмен 9-мӗшӗ] , Чукалы[d], Чулхула кĕперни — 1973 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ, Чукалы[d], Мордва Автономилле Совет Социализмла Республики[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1] [2] [3] [4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 7-мĕш гварди кавалери корпусĕн 7-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери дивизионĕн Танка хирĕç пăшалан расчёчĕн номерĕ, гварди красноармеецĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Пётр Еделев 1909 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче Чулхула кӗпӗрнин Сергач уесӗнчи Чукал ялӗнче (халӗ — Мордва Республики) ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, колхозра ӗҫленӗ.
1940 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1943 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче, Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 7-мĕш гварди кавалери корпусĕн 7-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери дивизионӗнче танка хирӗҫ пӑшалӑн номерӗ пулнӑ.
Днепр ҫинчи ҫапӑҫура уйрӑмах палӑрнӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче Еделев боецсен ушкӑнӗпе Белорусси ССРӗн Гомель облаҫӗн Брагин районӗнчи Нивки ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Ушкӑн пуҫлӑхӗ пулса вӑл Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи тӑшман позицисене тапӑннӑ. Плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусенче вӑл хӑй тӗллӗн 2 отне точкӑна тата 8 тӑшман салтакне пӗтернӗ, ҫакӑ тӗп вӑйсен каҫӑвне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи «Совет Союзӗн Геройӗ ятне генералсене, офицерсене, сержантсене тата Хӗрлӗ Ҫарӗн рядовойӗсене пани ҫинчен» Указӗпе, «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованине ҫар задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Пётр Еделева Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 3004 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Еделева демобилизациленӗ. Тӑван ялне таврӑннӑ, ял канашӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ, кайран колхозра.
1973 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ.
Унсӑр пуҫне темиҫе медальпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
- Вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Еделев Пётр Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Еделев Пётр Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Еделев Пётр Васильевич (в наградном листе именуется как Евделев Пётр Васильевич). Наградной лист. Страницы:1.2.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 января (№ 4 (264)). — С. 1.