Едкин Виктор Дмитриевич

Едкин Виктор Дмитриевич (1919 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ, Александрия[d], Херсон кӗпӗрни[d]1993 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Одесса) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче лётчик-ас, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.08.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Балтиçум фрончӗн 3-мĕш сывлăш çарӗн 11-мĕш пĕтерекен авиаци корпусӗн 5-мӗш гварди пĕтерекен авиаци дивизийӗн 72-мĕш гварди пĕтерекен авиаци полкӗн штурманĕ, гварди майорĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Александрире рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мариуполь металлурги техникумӗнче вӗреннӗ.

1942 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1937 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта. 1940 ҫулта Чугуев Ҫар-авиаци училищинче лӗтчик пулса вӗренсе тухнӑ. Малтан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1941 ҫулта 158-мӗш истребитель авиаци полкӗнче (ПВО) звено командирӗ пулнӑ, 1942—1945 ҫулсенче 17-мӗш истребитель авиаци полкӗн штурманӗ пулнӑ.

1944 ҫулхи раштавччен майор званийӗпе 294 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, 53 сывлӑшри ҫапӑҫура хӑй тӗллӗн 14 самолета тата ушканра 3 самолета персе ӳкернӗ, 2 аэростата аркатнӑ.

Гварди майорӗ Едкин В. Д., 72-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн штурманӗ (5-мӗш гварди истребитель авиаци дивизийӗ, 11-мӗш истребитель авиаци корпусӗ, 3-мӗш сывлӑш армийӗ) 1945 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ — № 8698.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сывлӑш-Ҫар вӑйӗсенче хӗсметне малалла тӑснӑ. 1948 ҫулта чаҫсен командирӗсем валли Аслӑ офицер вӗҫевпе тактика курсӗсене пӗтернӗ. 1955 ҫулта полковник званийӗпе запаса тухнӑ.

Ҫар карьери вӗҫленсен Одессӑра пурӑннӑ. Одесса гидрометеорологи институтӗнче ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ;
  • Ленин орденӗ;
  • виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • Александр Невский орденӗ;
  • виҫӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ 1-мӗш степенӗ;
  • икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Едкин Виктор Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Едкин Виктор Дмитриевич.
  3. ^ Едкин Виктор Дмитриевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.5.6.

Каçăсем