Едомин Михаил Михайлович

Едомин Михаил Михайлович (1911 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ, Ветлужский уезд[d], Кострома кӗпӗрни[d]1993 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Нижний Тагил[d], Свердловск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн кӗҫӗн сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.12.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончӗн 47-мĕш çарӗн 9-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери бригадин 330-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери полкӗн тупӑ тĕллекенĕ, гварди кĕçĕн сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1911 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Замошниково ялӗнче (халӗ — Кострома облаҫӗ) ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран Свердловск облаҫӗнчи пӗр совхозра ӗҫленӗ.

1933—1940 ҫулсенче вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ, Халхин-Гол ҫинчи ҫапӑҫусене тата совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Едомина каллех ҫара чӗннӗ.

1943 ҫул тӗлне гварди кӗҫӗн сержанчӗ Михаил Едомин Воронеж фрончӗн 47-мӗш ҫарӗн 9-мӗш гварди истребитель-противотанк артиллери бригадин 330-мӗш гварди истребитель-противотанк артиллери полкӗн тупӑ наводчикӗ пулнӑ.

1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Едомин аманнӑ бригада командирне ҫапӑҫу уйӗнчен илсе тухса унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Черкасск облаҫӗн Канев районӗнчи Студенец ялӗ патӗнче Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусенче Едомин хӑй тӗллӗн 12 тӑшман танкне персе тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе гварди кӗҫӗн сержанчӗ Михаил Едомина Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн аслӑ ятне панӑ.

Унсӑр пуҫне вӑл Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе (икӗ хут) тата 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе, темиҫе медальпе наградӑланӑ.

Вӑрҫа вӗҫленсен Едомина демобилизациленӗ. Вӑл Анат Тагилта пурӑннӑ.

1993 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче вилнӗ. Анат Тагилта пытарнӑ.

Астӑвӑм

  • 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Анат Тагилти Ҫӗнтерӳ урамӗнче 27 ентешне — Совет Союзӗн Паттарӗсене, ҫав шутра М. М. Едомина, асӑнса палӑк лартнӑ.
  • Едомин М. М. ятне Анат Тагилти Ленин районӗнчи ҫар комиссариачӗн ҫурчӗ ҫинче вырнаҫтарнӑ асӑну хӑми ҫине ҫырса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Едомин Михаил Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Едомин Михаил Михайлович.
  3. ^ Едомин Михаил Михайлович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем