Ежков Иван Степанович
Ежков Иван Степанович (1923 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ, Большое Череватово[d], Чулхула кĕперни — 1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Q6531121?) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Беларуç фрончӗн 49-мĕш çарӗн 153-мĕш стрелоксен дивизийӗн 563-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирне пулăшаканĕ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулта Чулхула кӗпӗрнинчи Мӑн Череватово ялӗнче ҫӗр ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ, вырӑс. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, Кулебаки хулинче шкулта вӗреннӗ, ҫав хулана амӑшӗпе пӗрле куҫса кайнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1940 ҫултанпа. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫултанпа хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи ҫурла пуҫламӑшӗнче, 39-мӗш гварди Хӗрлӗ Ялавлӑ стрелок дивизин 112-мӗш гварди стрелок полкӗнче стрелок-хӗрлӗармеец пулса Голая Долина патӗнчи ҫапӑҫусенче ҫухалнӑ. Каярахпа тупӑннӑ.
Юлашки должноҫӗ — 563-мӗш стрелоксен полкӗн (153-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 49-мӗш ҫар, 2-мӗш Беларуҫ фрончӗ) стрелоксен взвочӗн командирне пулӑшаканӗ. Юлашки ҫар званиӗ — сержант.
ВЛКСМ пайташӗ.
1943 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнчи 975-мӗш стрелоксен полкӗн (49-мӗш ҫарӗн 270-мӗш стрелоксен дивизийӗ) 042/н номерлӗ приказӗпе «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Паттӑрлӑх
Иван Ежков 1944 ҫулхи утӑнн 25-мӗшӗнче Бася юханшывне Рудицы ялӗ (халӗ Беларуҫӗн Могилӗв облаҫӗн Шклов районӗ) патӗнче каҫнӑ чухнехи ҫапӑҫура уйрӑмах палӑрнӑ. Ежков сержанта доброволец-десантниксен ушкӑнне кӗртнӗ. Тӑшман персе тӑнӑ чухне шыв урлӑ каҫса, Ежков лекнӗ салтак ушкӑнӗ Бася юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче плацдарма тытса тӑнӑ.
Тӑшман хирӗҫ тапӑннӑ чухне, нимӗҫсене ҫирӗм пилӗк метра ҫывхартса, Ежков автоматран тӗллесе персе ҫирӗм ытла тӑшман салтакне тӗп тунӑ. Рота малалла кайма пултарайман, мӗншӗн тесессӗн дзотран пулемет персе тӑнӑ. Сержант Ежков ҫав дзота ҫывхарса икӗ граната пӑрахнӑ. Анчах пулемет чарӑнман.
Хӑюллӑ салтак дзот ҫине чупса кайнӑ та хӑйӗн кӗлеткипе амбразура хупласа хунӑ, хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫапӑҫу задачине пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Ҫапӑҫу вырӑнӗнче пытарнӑ, каярахпа Могилӗв облаҫӗн Дрибин районӗнчи Черневка ялӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, сӗт савучӗ патӗнче, 572 салтакпа пӗрле пӗрлехи пытару вырӑнне куҫарса пытарнӑ.
557-мӗш стрелоксен полкӗн (153 сд) командирӗ 1944 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама тӑратнӑ.
69-мӗш стрелоксен корпусӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнчи 35/н номерлӗ приказӗпе I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе наградӑланӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).
557-мӗш стрелоксен полкӗн (153 сд) командирӗ 1944 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама иккӗмӗш хут тӑратнӑ.
2-мӗш Беларуҫ фрончӗн Ҫар канашӗн 1944 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнчи 413 номерлӗ приказӗпе I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе наградӑланӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи указӗпе, 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн Ҫар канашӗн 1945 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнчи тӑратӑвӗпе, командованине нимӗҫ-фашистсене хирӗҫ фронтра ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Ежков Иван Степанович сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттарӗ ятне панӑ.
Астӑвӑм
- Паттӑрӑн ятне Чулхула облаҫӗнчи Кулебаки хулинчи урама панӑ.
- Асӑну хӑмисене Чулхула облаҫӗнчи Кулебаки хулинче, Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи мемориал комплексӗнчи Паттӑрсен стени ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ежков Иван Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Ежков Иван Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Ежков Иван Степанович. Указ ПВС СССР. В списке награждённых под номером31.