Елагин Александр Николаевич

Елагин Александр Николаевич (1922 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Бусиново[d]1992 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Зеленоград[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончӗн 46-мĕш çарӗн 2-мĕш гварди танк механизациленӗ корпусĕн 251-мĕш гварди хăй тĕллен çӳрекен артиллери полкӗн Хăй тĕллĕн çӳрекен артиллери установкин командирĕ, гварди лейтенанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Александр Елагин 1922 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче Бусиново ялӗнче (халӗ — Мускав районӗ) ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн ҫичӗ класне вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн Мускав авиаци заводӗнче ӗҫленӗ.

1941 ҫулта Елагина Хӗрлӗ Çара хĕсмете чӗннӗ. Танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ҫапӑҫусенче икӗ хут аманнӑ. 1944 ҫултанпа вӑл хӑй тӗллӗн çӳрекен артиллери чаҫӗсенче хĕсмет тӑнӑ. Румынине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне гварди лейтенанчӗ Александр Елагин 2-мӗш Украина фрончӗн 46-мӗш çарӗн 2-мӗш гварди механизациленӗ корпусӗн 251-мӗш гварди хӑй тӗллӗн çӳрекен артиллери полкӗн хӑй тӗллӗн çӳрекен артиллери установкине ертсе пынӑ.

Венгрие ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Кечкемет хулишӗн ҫапӑҫусенче Елагин хӑйӗн экипажӗпе вуна ытла тӑшман танкне тата «Фердинанд» САУсене тӗп тунӑ. 1944 ҫулхи раштавра Будапешта штурмланӑ чухне Елагин тӑшман хӳтӗлевне разведка тунӑ. Разведка тӑнӑ чухне механик-водитель йывӑр аманнӑ, ҫавӑнпа Елагин хӑй машина тытма тытӑннӑ, ӑна вут айӗнчен кӑларнӑ. Вӑл икӗ хут аманнӑ, анчах та установкӑна хӑйӗннисем патне ҫитерме пултарнӑ, хыҫҫӑн госпитале янӑ. 1945 ҫулхи пуш уйӑхенче Дьёр патне ҫывхарнӑ чухне Елагин тӑшман батарейине флангран тухса тӗп тунӑ, хӑй вара хупӑрлавра юлнӑ. Елагин аманнӑ пек пулса тӑшман штурм орудийӗсем ҫывхарасса кӗтнӗ те вӗсене пеме пуҫланӑ, 6 танка, 3 штурм орудине, темиҫе пулемёта тата тӑшман пехотин ротине тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командовани ҫар задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Александр Елагин гварди лейтенантне Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 9031 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе чысланӑ.

1945 ҫулта капитан званинче Елагина запаса кӑларнӑ. Вӑл Мускавра, кайран Зеленоградра пурӑннӑ.

1992 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче вилнӗ, Зеленоградӑн Тӗп масарӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Ӑна ҫавӑн пекех икӗ 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, темиҫе медальпе чысланӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑрӑн вил тӑпри ҫинче палӑк лартнӑ.
  • Зеленоградра (5-мӗш микрорайон, 504 корпус) А. Н. Елагин ячӗпе астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елагин Александр Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Елагин Александр Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Елагин Александр Николаевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем