Елгин Андрей Николаевич
Елгин Андрей Николаевич (Ёлгин Андрей Николаевич[1]) (1898 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, Теренколь[d] — 1944 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ, Голдап[d], Варминско-Мазурское воеводство[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар аслӑ сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (20.03.1945)[2] [3] [4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончӗн 31-мĕш çарӗн 88-мĕш стрелоксен дивизийӗн 611-мĕш стрелоксен полкӗн автоматчиксен ротин отделени командирĕ, аслă сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Андрей Николаевич Качиры ялӗнче (Семипалатинск облаҫӗ, Раҫҫей империйӗ, халӗ — Теренколь ялӗ, Павлодар облаҫӗ, Казахстан Республики) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Вырӑс, 1943 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ, 1929 ҫулта пӗрремӗшсенчен пулса колхоза кӗнӗ. Бригадир пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ умӗнхи ҫулта ӑна «Ленин ҫулӗ» колхозӗн председателӗн ҫумне суйланӑ. Хӗрлӗ Сара ӑна Максим-Горьковски (Качир) район военкомачӗ 1941 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ.
3-мĕш Беларуç фрончӗн 31-мĕш çарӗн 88-мĕш стрелоксен дивизийӗн 611-мĕш стрелоксен полкӗн автоматчиксен ротин отделени командирӗ пулнӑ.
Паттӑрлӑх
1944 ҫулта Тухӑҫ Пруссири Гольдап хулишӗн ҫирӗп ҫапӑҫусенче гитлеровецсене ҫавӑрса илме пултарнӑ. Хуларан тухма хушу панӑ. Полк ялавне аслӑ сержант Андрей Николаевич Елгина ҫӗклеме хушнӑ. Унпа пӗрле пӗчӗк ушкӑн салтак, автомат тата гранатсем. Ялав кӑкӑр ҫинче пытарнӑ. Малта тӑшман пулемӗчӗ, сулахайра кӳлӗ.
Хӑюллӑ тапӑнупа пулемӗта аркатнӑ, анчах Елгин пӗччен юлнӑ, йывӑр аманнӑ. Юлашки вӑйне пуҫтарса вӑл хӑйӗн ҫарӗсен позицийӗсем патне ҫитнӗ. Ракетӑсемпе вырӑна ҫутса гитлеровецсем сержанта асӑрханӑ, тыткӑна илме шутланӑ. Ирхине, пирӗннисем ҫӳллӗ вырӑна тавӑрнӑ чухне, вӗсем ялавҫӑна тупнӑ. Ун тавра тӑхӑр вӗлернӗ гитлеровец выртнӑ.
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи мартӑн 20-мӗшӗнчи указӗпе Андрей Николаевич Елгина вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.
Астӑвӑм
- Герой ятне вӑтам шкула тата Качирӑри урама панӑ.
- Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче астӑвӑм хӑми ҫакнӑ.
- Унӑн ятне Павлодар (1965) тата Алма-Ата (1957) хулисенчи урамсене панӑ.
- Павлодар хулинчи Ҫӗнтерӳ лапамӗнче (1979) Геройӑн бюстне лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Информация на сайте «Бессмертный полк» 2016 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче архивланӑ..
- ^ Елгин Андрей Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Елгин Андрей Николаевич.
- ^ Елгин Андрей Николаевич. Наградной лист. Страницы:1.2.
Каçăсем
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «Пр» не найдено соответствующего тега <references group="Пр"/>