Елем Семён Семёнович
Еле́м Семён (чăн хушамачĕ Я́ковлев Семён Семёнович; Пушӑ {{ВД-Преамбула}} шаблон) — чăваш сăвăçи тата публицисчĕ.
Пурнăçĕ
Семён Яковлев 1914 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ районӗ) Кивĕ Ирчемес ялĕнче çуралнă.
Етĕрне педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Техникумран вĕренсе тухсан, Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне хĕсмете илнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, фронта кайнă. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче фронтра пуç хунă.
Ӗçĕсем
Сăввисемпе калавĕсене «Сунтал» журналта, «Канаш» тата «Коммунар» хаçатсенче пичетленĕ. Унăн сăввисем чăваш сăвăçисен пĕрлехи пуххисене кĕнĕ. Сăввисене вырăсла куçарнă.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чăваш литературин антологийĕ. — Шупашкар, 2003.