Елисеев Михаил Григорьевич
Елисеев Михаил Григорьевич (1899 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ, Колунец, Пролейкашинская волость[d], Теччӗ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Татарино[d], Евдаковский район[d], Воронеж облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар кӗҫӗн сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (19.06.1943)[1] [2] [3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 3-мĕш танк çарĕн 12-мĕш танк корпусĕн 106-мĕш танк бригадин танка хирĕç батарейи оруди командирĕ, кĕçĕн сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Михаил Елисеев 1899 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Колунец ялӗнче (халӗ — Тутарстанӑн Теччӗ районӗ) районӗ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран Мари АССРӗнчи Волжск хулинче сутуҫӑ пулса ӗҫленӗ.
1942 ҫулхи март уйӑхӗнче Елисеева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ тата Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ.
1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне кӗҫӗн сержант Михаил Елисеев Воронеж фрончӗн 3-мӗш танк армийӗн 12-мӗш танк корпусӗн 106-мӗш танк бригадин танка хирӗҫ батарейин орудийӗпе командаланӑ. Вӑл Воронеж облаҫӗнчи ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ.
1943 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Татарино ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура (халӗ Каменка районӗ) Елисеевӑн расчечӗ нумай нимӗҫ автомашинине тӗп тунӑ, икӗ танка персе ӳкернӗ, тӑшмана пысӑк ҫын ҫухатӑвӗ кӳнӗ. Ҫав ҫапӑҫура Елисеев вилнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнчи «указӗпе, «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ.
Ҫаплах вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ленин орденӗпе наградӑланӑ.
Елисеев ячӗпе Татаринора тата Волжскра урамсене ят панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Елисеев Михаил Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Елисеев Михаил Григорьевич.
- ^ Елисеев Михаил Григорьевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 19 июня 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 23 июня (№ 23 (229)). — С. 3