Елисеев Николай Трофимович

Елисеев Николай Трофимович (1911 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ, Чулхула1967 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Чулхула) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончӗн 2-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурмлакан авиаци корпусĕн8-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 142-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкĕн штурманĕ, гварди майорĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Вӑл 1911 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Чулхулара ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Строительствӑ шкулне пӗтерсен, вӑл печник тата шлифовщик пулса ӗҫленӗ.

1931 ҫулта Елисеева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1932 ҫулта вӑл ҫар-техника авиаци шкулне, 1937 ҫулта вара ҫар авиаци летчик шкулне пӗтернӗ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенче пулнӑ.

Вӑл звено командирӗнчен полк штурманне ҫити ҫул тухнӑ, Ҫурҫӗр-Анӑҫ, Воронеж, Ҫеҫенхир, 2-мӗш тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑл Волхов юханшывӗ ҫинчи тата Кивӗ Русса патӗнчи ҫапӑҫусене, Курск ҫапӑҫӑвне, Днепр ҫинчи ҫапӑҫӑва, Кировоград, Умань-Ботошани, Львов-Сандомир, Сандомир-Силези, Ҫӳлти Силези, Анатри Силези, Берлин тата Прага операцисене хутшӑннӑ.

1945 ҫулхи май уйӑхӗ тӗлне гварди майорӗ Николай Елисеев 1-мӗш гварди штурмлакан авиакорпусӑн 8-мӗш гварди штурмлакан авиадивизийӗн 142-мӗш гварди штурмлакан авиаполкӗн штурманӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑта вӑл тӑшманӑн ҫар техникипе ҫын вӑйӗ пухӑннӑ вырӑнсене штурмлама 135 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, ҫӗр ҫинче 5 самолета тата сывлӑшра тата 2 самолета аркатнӑ, ҫаплах тӑшманӑн 38 танкне персе тӑкнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи указӗпе, «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фрончӗнче командованиӗн ҫар задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа героизмшӑн», гварди майорӗ Николай Елисеева Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе 6592 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне панӑа.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен, Елисеев Совет Ҫарӗнче хӗсметре малалла тӑнӑ. 1954 ҫулта подполковник званийӗпе вӑл запаса тухнӑ.

Вӑл Чулхулара (малтанхи Горькийре) пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. Вӑл 1967 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ, Чулхулари «Хӗрлӗ Этна» масарӗнче пытарнӑ.

Ӑна тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский орденӗпе, 2-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, темиҫе медальпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

  • 1980 ҫулта Чулхулан Приокский районӗнчи Резервная урамне Елисеев ятне панӑ.
  • Вилтӑпри вырӑнӗнче палӑк лартнӑ.
  • Чулхулан Ленин районӗнчи Чугунов урамӗн 15-мӗш ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елисеев Николай Трофимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Елисеев Николай Трофимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Елисеев Николай Трофимович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.5.

Каçăсем