Елистратов Сергей Алексеевич

Елистратов Сергей Алексеевич (1923 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ, Бескарагайский район[d]1947 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ, Буйнакск, Дагестан Автономиллӗ Созиализмлӑ Совет Республики[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943)[1] [2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 65-мĕш çарĕн 69-мĕш стрелоксен дивизийӗн 20-мĕш уйрăм разведка ротин разведка отделени командирĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Сергей Елистратов 1923 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Мӑн Владимировка ялӗнче (халӗ — Бескарагай, Бескарагай районӗ, Тухӑҫ-Казахстан облаҫӗ, Казахстан) ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ.

1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Елистратова Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Армине хӗсмете чӗннӗ тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фронтне янӑ.

1943 ҫулхи октябрь уйӑхӗ тӗлне сержант Сергей Елистратов Центр фрончӗн 65-мӗш армийӗн 69-мӗш стрелок дивизийӗн 20-мӗш уйрӑм разведка ротин разведка уйрӑмне ертсе пынӑ. Днепр ҫинчи ҫапӑҫура палӑрнӑ.

1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Елистратов разведка ушкӑнӗпе Днепр урлӑ каҫнӑ Радуль посёлокӗ таврашӗнче (Репки районӗ, Чернигов облаҫӗ, Украина ССР) тата унӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи ҫапӑҫусенче нимӗҫсен 3 контратакине сирнӗ, тӑшманӑн дзотне аркатнӑ, пӗлтерӗшлӗ тыткӑна тытнӑ тата нимӗҫсен хӳтлӗхӗ ҫинчен пӗлтерӗшлӗ хыпарсем тупма пултарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованин ҫар задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Сергей Елистратов сержанта Совет Союзӗн Паттарӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 1626 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе чысланӑ.

1945 ҫулта Елистратов Ленинград артиллери училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1947 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче кӗтмен ҫӗртен вилнӗ, Буйнакскра пытарнӑ.

Унсӑр пуҫне темиҫе медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елистратов Сергей Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Елистратов Сергей Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Елистратов Сергей Алексеевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем