Елохин Агей Александрович

Елохин Агей Александрович (1912 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Ирбитское муниципальное образование[d]1942 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ, Близнюковский район[d], Харьков облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.02.1942)[1][2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Кăнтăр фронтӑн 21-мĕш хутăш авиаци дивизийӗн 69-мĕш пĕтерекен авиаци полкӗн эскадрилья командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Агей Елохин 1912 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Знаменское ялӗнче (халӗ — Свердловск облаҫӗн Ирбит районӗ) ҫуралнӑ. Вӑл пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Тавдари фабрикӑпа завод вӗренӳ шкулӗнчен тата вӗҫев шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, хыҫҫӑн вӑрман касма, заводра, электростанцире ӗҫленӗ.

1934 ҫулта Елохина Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Вӑл Ейскри тинӗс лӗтчикӗсен ҫар шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнчен пуҫласа аслӑ лейтенант Агей Елохин Кӑнтӑр фрончӗн 21-мӗш хутӑш авиадивизин 69-мӗш истребитель авиаполкӗн эскадрильине ертсе пынӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш кунӗнченех вӑл фронтра пулнӑ, ҫӗрлехи вӑрҫӑ вӗҫевӗсене тунӑ.

Елохинӑн эскадрильинче пулас Совет Союзӗн Геройӗсем Алелюхин, Куница, Шилов, Королёв, Маланов, Череватенко хӗсметре тӑнӑ.

1941 ҫулхи авӑн уйӑхне ҫити Елохин 128 вӑрҫӑ вӗҫевӗ тунӑ, вӗсенчен 63-шӗ — тӑшманӑн вӑрҫӑ техникипе ҫын вӑйӗ пухӑннӑ вырӑнсене штурмлама, 39 сывлӑшри ҫапӑҫура хутшӑннӑ, тӑшманӑн темиҫе самолечӗне персе ӳкернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчи Указӗпе «командованиӗн задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ оккупанчӗсемпе ҫапӑҫусенче хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» гварди аслӑ лейтенанчӗ Агей Елохина Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе 987 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне парса чысланӑ.

Каярах капитан Елохин 9-мӗш гварди истребитель авиаполкӗн штурманӗ пулса тӑнӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Харьков ҫывӑхӗнчи пӗр ҫапӑҫура унӑн самолечӗ персе ӳкернӗ те ларнӑ ҫӗрте ҫунса кайнӑ. Елохин ҫавӑнтах вилнӗ.

Вӑрҫӑра хутшӑннӑ вӑхӑтра вӑл пӗтӗмпе 136 вӑрҫӑ вӗҫевӗ тунӑ, 41 сывлӑшри ҫапӑҫура хутшӑннӑ, хӑй тӗллӗн 4 тӑшман самолечӗпе ушкӑнра тата 6 самолета персе ӳкернӗ.

Хисепӗсем

Ӑнал Хӗрлӗ Ялав (05.11.1941 ҫ.) тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе чысланӑ.

Астӑвӑм

Елохин ячӗпе унӑн тӑван ялӗнче тата Свердловск облаҫӗнчи Тавда хулинче урамсене ят панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елохин Агей Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Елохин Агей Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Елохин Агей Александрович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Каçăсем