Емельяненко Анатолий Дмитриевич
Емельяненко Анатолий Дмитриевич (1918 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Табунский район[d], Алтай Ен — 1988 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ, Ялта, Крым облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче моряк, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.01.1944)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Хура тинĕс флочĕн Новороссийск тинĕç-çар базин десант мотоботочĕсен дивизионӗн № 13 тата № 6 десант мотобочĕсен старшини, 2-мĕш статьяри старшина.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Богдоновка посёлокӗнче (халӗ — Алтай крайӗн Табун районӗ) ҫуралнӑ.
Шкулӑн ҫичӗ класне тата Баку тинӗс техникумне пӗтерсен Каспи пароходствин «Буденный» танкерӗн капитан пулӑшаканӗнче ӗҫленӗ.
1939 ҫулхи юпа уйӑхӗнче СССР Тинӗс ҫар флочӗн хӗсметне чӗннӗ, Дунай ҫар флотилийӗн Килий карапсен ушкӑнӗнче рулевой пулса ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнченех унӑн фрончӗсенче пулнӑ. Ҫапӑҫусенче виҫӗ хут аманнӑ.
Дунай ҫинчи ҫапӑҫусене, Николаевпа Очаков хӳтӗлевне, 1941 ҫулхи Керчь операцийӗнче, 1942 ҫулта Керчь ҫурутравне ҫӳреве, Кавказшӑн ҫапӑҫӑва, Новороссийск тата Керчь-Эльтиген операцийӗсене хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Хура тинӗс флочӗн Новороссийск ҫар-тинӗс базин 2-мӗш стаьтяри старшини, десант 13-мӗш мотобочӗн старшини Анатолий Емельяненко Пӗчӗк ҫӗре снарядсемпе апат-ҫимӗҫ турттарнӑ, аманнисене эвакуациленӗ.
1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Керчь-Эльтиген операцийӗ вӑхӑтӗнче 6-мӗш мотобот ҫинче 15 хут тухнӑ. 1943 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчен 8-мӗшӗн каҫӗнче ҫил-тӑман мотобота ҫыран ҫине пӑрахсан экипаж, ҫав шутра Анатолий Емельяненко, десанта хутшӑннӑ та чӳкӗн 25-мӗшӗччен Керчь ҫурутравӗнче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнчи указӗпе «Керчь пырне каҫнӑшӑн, десант ҫарӗсене антарнӑшӑн тата техникӑна Керчь ҫурутравне куҫарнӑшӑн, ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ, унӑн Ленин орденӗпе тата 2897 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ пулнӑ.
1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче кӗҫӗн лейтенантсен тинӗс курсӗсене пӗтернӗ, хыҫҫӑн Лӑпкӑ океан флотӗнче хӗсметленнӗ. 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. 1946 ҫулта лейтенант званийӗпе запаса кӑларнӑ.
Ялтӑра пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. 1988 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче вилнӗ, Ялтӑра, Кивӗ хула масарӗнче пытарнӑ.
Унӑн Хӗрлӗ Ялав орденӗ тата 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫи орденӗ, темиҫе медаль те пулнӑ.
Астӑвӑм
- Унӑн ячӗпе Табун ялӗнче урам хисепленет.
Ӑнлантарусем
- ^ Емельяненко Анатолий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Емельяненко Анатолий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому, старшинскому и рядовому составу Военно-Морского флота» от 22 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 3 февраля (№ 6 (266)). — С. 1