Емельянов Гавриил Александрович

Емельянов Гавриил Александрович (1898 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ, Старицкий уезд[d], Тĕвер кĕперни1944 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Алитус[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар офицерӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 11-мĕш гварди çарĕн 1-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗ 171-мĕш гварди стрелоксен полкӗн командирĕ, гварди подполковникĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Гавриил Емельянов 1898 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тверь кӗпӗрнин Старица уесӗнчи Бессменино ялӗнче (халӗ Тверь облаҫӗн Торжок районӗнчи Тредуб ял тӑрӑхӗ ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренӳ пуҫламӑш.

17 ҫулта Петроград хулине кайнӑ, Петербургри пӗр предприятире ӗҫленӗ, кайран Вырӑс-Балти тата литейный заводсенче сварщик пулнӑ.

Çара илнӗ. 180-мӗш запасной полкра салтак пулса хӗсметре тӑнӑ. 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Çара кӗнӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ.

1-мӗш пулемёт полкӗнче Ямбург, Екатеринбург, Курган патӗнче шурӑ гвардеецсемпе çапӑҫнӑ. 1919 ҫултан — 1-мӗш бронепоездӑн çапӑҫу борчӗн пуҫлӑхӗ. Поляксемпе тата петлюраҫӑсемпе çапӑҫусене хутшӑннӑ.

1919 ҫултан РКП ( б ) пайташӗ, 1925 ҫултан парти ВКП ( б ) ятлӑ пулнӑ. Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн политсостав курсӗсене тата «Выстрел» курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Нумай ҫул ҫар политӗҫченӗ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫламӑшне анӑҫ чиккинче, Литвӑра кӗтсе илнӗ. Хупӑрлава лексе, пӗчӗк ушкӑнпа çапӑҫса ункӑран тухнӑ. Тӗрлӗ фронтсенче çапӑҫнӑ, гварди полкӗн командирӗ пулнӑ.

Гварди подполковникӗ Емельянов, 171-мӗш гварди стрелоксен полкӗн командирӗ, Литва ССР территоринче Неман юханшыва Алитус хулинчен ҫурҫӗререх каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Полк командирӗ разведкӑна, пехотӑна панӑ тата пулӑшакан подразделенисемпе пӗрле ӗҫлессине ӑста йӗркеленӗ. 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӑвӑрт тапӑнса плацдарма ярса илнӗ, пӗтӗм полк Неман урлӑ каҫнӑ.

Тӑшманӑн атакисене сирсе янӑ чухне Емельянов яланах гвардейҫӗсен çапӑҫу йӗркисенче пулнӑ, вӗсене хӑюллӑ ҫапӑҫма хавхалантарнӑ. 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ чухне подполковник Гавриил Александрович Емельянов вилнӗ, анчах унӑн полкӗ ярса илнӗ чикӗрен кайман, çапӑҫу задачинче чыслӑн пурнӑҫлан .

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пуштӑн 24-мӗшӗнчи указӗпе, нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командовани çапӑҫу задачисене тӗрӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата унта хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн гварди подполковникне Емельянов Гавриил Александровича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ .

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ);
  • Ленин орденӗ;
  • I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
  • «РККА XX ҫул» юбилей медалӗ.

Астӑвӑм

  • Алитус хулинче асӑну хӑми ҫакнӑ, Паттӑр ятне урама панӑ.
  • Калининград хулинчи пӗр урама Емельянов ятне панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Емельянов Гавриил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Емельянов Гавриил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Емельянов Гавриил Александрович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем