Емельянов Дмитрий Иванович
Емельянов Дмитрий Иванович (1913 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, Новый Савинский[d] — 1976 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ, Запорожье[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.11.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 167-мĕш стрелоксен дивизийӗн 576-мĕш артиллери полкӗн çыхăну отделенин командирӗ, аслă сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1913 ҫулта Челепи облаҫӗн Агаповка районӗнчи Ново-Савински хуторӗнче ҫӗр ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Магнитогорскри 19-мӗш ПУ, кайран 97-мӗш ПУ пӗтернӗ. Унта производство вӗрентевӗн маҫтӑрӗ пулса ӗҫленӗ.
1943 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС членӗ.
1942 ҫулхи кӑрлачра Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Воронеж фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Аслӑ сержант, 167-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ Сумы дивизийӗн 576-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ артиллери полкӗн артиллери батарейин ҫыхӑну уйрӑмӗн командирӗ.
Днепр хыҫҫӑн Киев хулишӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулта Корсунь-Шевченково операцийӗнче хутшӑннӑ тата Сылтӑм ҫыран Украинӑна ирӗке кӑларнӑ. 38-мӗш ҫар йышӗнче Карпат урлӑ Словакие каҫн», Моравска-Острава хулишӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫа Чехири Градец-Кралове хули таврашӗнче вӗҫленӗ.
1946 ҫулта демобилизациленӗ, тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ. 1953 ҫулта Запорожье хулине пурӑнма куҫнӑ.
«Запорожсталь» тата Запорожье автомобиль завочӗсенче контроль маҫтӑрӗ пулса ӗҫленӗ.
1976 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Запорожье хулинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи указӗпе Днепр урлӑ каҫнӑ тата унӑн сылтӑм ҫыранӗнче плацдарма тытса тӑнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн аслӑ сержант Емельянов Дмитрий Ивановича Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 3649) парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе, ҫав шутра «Ҫапӑҫури ӗҫсемшӗн» медалӗпе наградӑланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Емельянов Дмитрий Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Емельянов Дмитрий Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Емельянов Дмитрий Иванович. Наградной лист. Страницы:1.2.