Емцов Пётр Кузьмич

Емцов Пётр Кузьмич (1909 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Георгиевка[d]1941 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.07.1942)[1][2] [3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Анăç фронтăн 16-мĕш çарĕн 316-мĕш стрелоксен дивизийӗн 1075-мĕш стрелоксен полкӗн 2-мĕш батальонĕн 4-мĕш ротин стрелокӗ, хӗрлӗармеец.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Пётр Емцов 1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Георгиевка ялӗнче (халӗ Алтай Енӗн Локтев районӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Алтай чукун ҫулӗнче тата «Новосибирск» станцинче ӗҫленӗ. 1936 ҫулта счетоводсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, Алма-Атара ӗҫленӗ.

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Пётр Емцов 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускав облаҫӗн Волоколамск районӗнчи Дубосеково разъездӗнче танксене пӗтерекенсен ушкӑнӗнче тӑшманӑн нумай хутчен тапӑнӑвне сирсе янӑ, 18 тӑшман танкне аркатнӑ. Ҫак ҫапӑҫу 28 паттӑр-панфиловецсен паттӑрлӑхӗ пек историе кӗнӗ. Пётр Емцов ҫак ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн пуҫлӑхӗсене тата рядовой составне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пани ҫинчен» указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ.

Астӑвӑм

  • Паттӑр ятне пани ҫинчен хут Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӗшаллӑ Вӑйӗсен музейӗнче упранать.
  • 1986 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Алма-Ата хулинче унӑн ятне пӗр урама панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Емцов Пётр Кузьмич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Емцов Пётр Кузьмич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Емцов Пётр Кузьмич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 21 июля 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 23 июля (№ 28 (187)). — С. 1.

Каçăсем