Еналиев Борис Мусеевич
Еналиев Борис Мусеевич (1914 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Масарлă, Сарăту кĕперни — 1982 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ, Баку) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче автоматчик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.05.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Беларуç фрончĕн 33-мĕш çарĕн 383-мĕш стрелоксен дивизийӗн 694-мĕш стрелоксен полкĕн автоматчикĕ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1914 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Могилки ялӗнче (халӗ — Октябрьское, Пенза облаҫӗ) ҫуралнӑ. Вӑл тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1939 ҫултанпа Бакура пурӑннӑ, унта пӗр заводра слесарь пулса ӗҫленӗ.
1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ; ҫав ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне сержант Борис Еналиев 694-мӗш стрелоксен полкӗн (383-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 33-мӗш ҫар, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗ) автоматчикӗ пулнӑ. Вӑл Германири ҫапӑҫусенче палӑрнӑ.
1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Еналиев боецсен ушкӑнӗпе пӗрле Бесковран ҫурҫӗрелле пилӗк ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Радинкендорф ялӗ патӗнче Шпрее юханшывне каҫса кайнӑ та унӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарм ярса илнӗ. Ҫапӑҫусенче вӑл нимӗҫ салтакӗсене тата офицерӗсене темиҫе теҫетке ытла пӗтернӗ, гранатӑсемпе тӑшманӑн дотне аркатнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхмшӑн» Борис Еналиев сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗпе тата 5794 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Еналиев демобилизациленнӗ. Вӑл Бакура пурӑннӑ тата ӗҫленӗ, 1982 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче вилнӗ. Бакури II Хисеплӗ пытару аллейинче пытарнӑ.
Унсӑр пуҫне ӑна Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степеньӗпе (17.11.1943) тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (17.11.1943), нумай медальсемпе, ҫав шутра «Хӑюлӑхшӑн» медальпе (15.10.1943) наградӑланӑ.
Астӑвӑм
- Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ ялӗнчи Паттӑрсен аллейинче ун бюстне лартнӑ.
- Октябрьское ялӗнче урамӑн ятне панӑ.
- Октябрьское шкулӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Еналиев Борис Мусеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Еналиев Борис Мусеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Еналиев Борис Мусеевич. Наградной лист. Страницы:1.2.