Ермаков Александр Семёнович
Ермаков Александр Семёнович (1921 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Уяр[d] — 1945 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Германи) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1] [2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 4-мĕш Украина фрончĕн 8-мĕш сывлăш çарĕн 8-мĕш штурмлакан авиаци корпусĕн 227-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 525-мĕш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья штурманĕ, лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Клюквенная» станцире (халӗ — Красноярск Енӗнчи Уяр хулин чиккинче) ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн ҫичӗ классне пӗтернӗ.
1940 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулта Чкалов ҫар авиаци шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑл 1-мӗшпе 4-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
«Ил-2» штурмовикӗпе вӗҫнӗ, тӑшман ҫарӗсене штурмланӑ тата разведка тунӑ. Украина ССРне ирӗке кӑларнине, Карпат умӗнчи ҫапӑҫусене, Чехословакине ирӗке кӑларнине хутшӑннӑ.
1944 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче лейтенант Александр Ермаков 525-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн (227-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗ, 8-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗ, 8-мӗш сывлӑш ҫарӗ, 4-мӗш Украина фрончӗ) эскадрильин штурманӗ пулнӑ.
Ҫав вӑхӑта вӑл 137 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, пӗтӗмпе 17 танк, 115 автомашина, 8 артиллери туппине, 4 артиллери батарейине, 3 склада, 40 чукун ҫул вагонне, 35 урапана, 15 сывлӑш хӳтлӗх туппине, 360 салтака тата офицера тӗп тунӑ.
1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ермакова сывлӑшри ҫапӑҫура персе ӳкернӗ те вилнӗ. Польшӑн Рыбник хули таврашне пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командовани ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Александр Ермаков лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
Ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе, виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.
Астӑвӑм
- 1997 ҫулта Красноярскри 40-мӗш вӑтам шкула Совет Союзӗн Паттӑрӗн А. С. Ермаковӑн ятне панӑ.
- Паттӑра чысласа Красноярскра асӑну плити лартнӑ.