Ермаков Афанасий Иванович

Ермаков Афанасий Иванович (1905 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ, Моршанский уезд[d], Тамбов кӗпӗрни[d]1967 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Мариуполь, Донецк облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулемётчик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (05.11.1942)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Кăнтăр-Анăç фронтăн 64-мĕш çарĕн 157-мĕш стрелокĕсен дивизийӗн 716-мĕш стрелоксен полкӗн пулемётчикĕ, хӗрлӗармеец.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1905 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Алгасово ялӗнче (халӗ — Тамбов облаҫӗн Моршанск районӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. Шкулта 4 класс вӗренсе пӗтернӗ. Вӑрҫӑччен колхозра, кайран заводра ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫултанпа. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнче ҫарта — 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа.

1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 716 стрелоксен полкӗнче палӑрнӑ, Красный Яр районӗнче Цимлян ҫулӗпе Донӑн сулахай ҫыранне ҫитнӗ гитлеровецсене чарса тӑнӑ.

Рядовой пулемётчик Ермаков 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каллех палӑрнӑ, Новоаксайский ялӗ патӗнче 89,9 ҫӳллӗшне салтаксемпе пӗрле хӳтӗленӗ. Ҫак ҫапӑҫура А. Ермаков ҫӗр ытла гитлеровца вӗлернӗ.

Пӗтӗмпе 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗчченхи ҫапӑҫусенче рядовой Ермаков хӑйӗн пулемёчӗн ҫулӑмӗпе тӑшманӑн 300 ытла салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ.

Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусенче вӑл хӑюлӑх тата хӑйне шеллеменлӗх тӗслӗхӗ пулнӑ. Атӑл ҫинчи ҫапӑҫусен хыҫҫӑн ытти фронтсенче те ҫапӑҫнӑ. Нумай хутчен аманнӑ.

Лейтенант званипе саппаса тухнӑ.

Жданов хулинче (халӗ — Мариуполь) пурӑннӑ тата ӗҫленӗ.

1967 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи указӗпе, «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Афанасий Иванович Ермаков Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ № 753).
  • Ленин орденӗ;
  • Медальсем, ҫав шутра «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» тата «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсем.

Астӑвӑм

  • Волгоград хулин Хӗрлӗ Октябрь районӗнчи урама Паттӑр ятне панӑ.
  • 1992 ҫулта Ермакова халалланӑ Раҫҫейӗн почта конверчӗ кӑларнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермаков Афанасий Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермаков Афанасий Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Ермаков Афанасий Иванович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Каçăсем