Ермаков Василий Ермолаевич

Ермаков Василий Ермолаевич (1922 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ, Курск облаçĕн Дмитриев районĕ1988 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ, Ахтуба, Аçтăрхан облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ), Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 6-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 2-мĕш гварди штурмлакан авиаци корпусĕн 109-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкӗн звено командирĕ, гварди лейтенанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Белый Колодезь поселокӗнче (халӗ — Курск облаҫӗн Дмитриев районӗ) ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ.

1940 ҫулта Ермакова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулта Ворошиловград ҫар авиаци шкулӗнче вӗренсе тухнӑ.

1943 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. «Ил-2» штурмовикпа вӗҫнӗ, тӑшманӑн ҫапӑҫу техникине тата пурӑнакан вӑйне штурмланӑ.

Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССРне ирӗке кӑларма, Днепр ҫинчи ҫапӑҫӑва, Польшӑна ирӗке кӑларма, Германири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫӗнче гварди лейтенанчӗ Василий Ермаков 109-мӗш гварди штурм авиаци полкӗн (6-мӗш гварди штурм авиаци дивизийӗн, 2-мӗш гварди штурм авиаци корпусӗн, 2-мӗш сывлӑш ҫарӗн, 1-мӗш Украина фрончӗн) звенине ертсе пынӑ.

Ҫапӑҫу ҫулӗсенче вӑл 121 ҫапӑҫу вӗҫӗвӗ тунӑ, тӑшмана пысӑк ҫухатусем кӳнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи указӗпе гварди лейтенантне Василий Ермакова Ленин орденӗпе тата 6520 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ермаков Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1946 ҫулта офицерсен составне ӳстермелли курсене, 1957 ҫулта — Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Ҫар-сывлӑш инженер академине вӗренсе тухнӑ. 1972 ҫулта полковник званийӗнче Ермакова запаса кӑларнӑ.

Ахтубинск хулинче (Аҫтӑрхан облаҫӗ) пурӑннӑ, 1988 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче вилнӗ.

Ҫавӑн пекех икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, икӗ 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, темиҫе медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермаков Василий Ермолаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермаков Василий Ермолаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Ермаков Василий Ермолаевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Каçăсем