Ермаков Фрол Андреевич

Ермаков Фрол Андреевич (1915 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Жуково[d], Калуга кӗпӗрни[d]1943 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Бывальки[d], Гомель облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн [65-мĕш çарĕн 18-мĕш стрелоксен корпусĕн 60-мĕш стрелоксен дивизин 1281-мĕш стрелоксен полкӗн рота командирĕ, лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1915 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Калуга кӗпӗрнин Козельск уесӗнчи Жуково ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ (халӗ — Калуга облаҫӗн Ульянов районӗ; урӑх хыпарсем тӑрӑх — Оренбург облаҫӗн Новосергиев районӗн Нестеровка ялӗнче). Вырӑс. Ачалӑхӗпе ҫамрӑк ҫулӗсене Оренбург облаҫӗнчи Нестеровка ялӗнче ирттернӗ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Торф кӑлармалли вырӑнта ӗҫленӗ, кайран Владимир облаҫӗнчи Струнино хулинчи кирпӗч заводӗнче ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1937 ҫултанпа. 1938 ҫулта полк шкулне вӗренсе пӗтернӗ, 1941 ҫулта командирсен ӑсталӑхне ӳстерекен курссене вӗренсе пӗтернӗ. Кӗҫӗн лейтенант пулса запасри стрелоксен полкӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Вӑрҫа 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче янӑ. Брянск, Кӑнтӑр-Анӑҫ тата Вӑта фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Белёв (Тула облаҫӗ), Орёл тата Севск (Брянск облаҫӗ) районӗсенчи ҫапӑҫусене, Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ.

1943 ҫулхи пуҫламӑшӗнче лейтенант Ермакова 1281-мӗш стрелоксен полкӗн 60-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1-мӗш стрелоксен батальонӗн 1-мӗш ротин командирӗ пулма лартнӑ.

ВКП(б)/КПСС пайташӗ 1943 ҫултанпа.

Днепр ҫинчи ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ. Рота командирӗ лейтенант Ермаков 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗн каҫӗнче дивизире пӗрремӗшсенчен пӗрипулса хӑйӗн подразделенипе Днепр урлӑ каҫнӑ та, тӑшман хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр, малалла тапӑннӑ, Бывальки ялӗн ҫурҫӗр енне ярса илнӗ те йышӑннӑ чикӗре ҫирӗпленнӗ. 19-мӗшӗпе 20-мӗшӗнче рота тӑшманӑн виҫӗ хирӗҫ тапӑнӑвне сирсе янӑ та тӗп вӑйсем ҫитиччен позицисене тытса тӑнӑ, тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тӑшманӑн батальон яхӑн тапӑнӑвне сирсе янӑ чухне лейтенант Ермаков вилнӗ.

Бывальки ялӗнче (Гомель облаҫӗ) пытарнӑ.

Астӑвӑм

  • Струнино хулинче тата Бывальки ялӗнче унӑн ячӗпе урамсене ят панӑ.
  • Геройӑн ятне Бывальки ялӗнчи шкулӑн пионер дружинине панӑ пулнӑ.

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешӳре кӑтартнӑ хастарлӑх, хӑюлӑх тата паттӑрлӑхшӑн Ермаков Фрол Андреевич лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

Ленин орденӗпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермаков Фрол Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермаков Фрол Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Ермаков Фрол Андреевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем