Ермилов Павел Александрович

Ермилов Павел Александрович (1922 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Ярославль кӗпӗрни[d]1990 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Елгава) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.02.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Балтиçум фрончĕн 3-мĕш сывлăш çарĕн 211-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 766-мĕш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирĕн çумĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче Рыбинскра ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран Рыбинскри машина тӑвакан заводра слесарь пулса ӗҫленӗ.

1940 ҫулта Ермилова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1943 ҫулта вӑл Балашоври вӑрҫа авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ.

1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне аслӑ лейтенант Павел Ермилов 766-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн (211-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗ, 3-мӗш сывлӑш ҫарӗ, 1-мӗш Прибалтика фрончӗ) эскадрильи командирӗн ҫумӗ пулнӑ. Тӑшманӑн ҫар техникине тата ҫын вӑйне, унӑн объекчӗсене штурмлама 104 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама хатӗрленӗ чухне вӑл хӑй 20 танк, 115 автомашина аркатнӑ, 1 самолёта персе антарнӑ, 2 паровоза, 30 ытла вагона, 60 яхӑн машинӑна, 30 яхӑн хир артиллерийӗн туппине тата 30 яхӑн зенитлӑ артиллери туппине аркатнӑ, снарядпа тата ҫунакан япалапа складсене сирпӗтнӗ, 20 яхӑн пушар вучахӗ тунӑ, 500 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне вӗлернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи указӗпе Павел Ермилов аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Ермилов Совет Ҫарӗнче хӗсмете тӑснӑ. 1952 ҫулта вӑл Аслӑ вӗҫев-тактика курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.

1959 ҫулта подполковник званийӗнче запаса тухнӑ.

Латви ССРӗн Елгава хулинче пурӑннӑ, 2-мӗш ҫурт-йӗр управленийӗн тӗп инженерӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӑна виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский орденӗпе, икӗ 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Вӑл 1990 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ, Елгавӑри Межа масарне пытарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермилов Павел Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермилов Павел Александрович.
  3. ^ Ермилов Павел Александрович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Герои огненных лет. 3-е изд. Ярославль, 1985. / стр.130-132.
  • Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Мн.: Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 163-164. — 607 с. — 65 000 экз.

Каçăсем