Ермишин Козьма Козьмич

Ермишин Козьма Козьмич (1912 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Хреновое[d], Тӗп-Хура ҫӗрлӗ область[d]1943 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ, Черкассы облаҫӗ[d], Украина Советлӑ Социализмлӑ Республики, СССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар политрукӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (25.10.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончӗн 47-мĕш çарĕн 30-мĕш стрелоксен дивизийӗн 35-мĕш стрелоксен полкӗн политика пайĕпе командирĕн çумĕ, майор.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1912 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче Хреновое ялӗнче ҫуралнӑ (халь — Воронеж облаҫӗн Бобров районӗ). Бобров педагогика техникумӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Бобров лаша завочӗн политика уйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

1935 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Ермишина Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Вӑрҫӑ-политика училищинче вӗренсе тухнӑ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — унӑн фрончӗсенче. 1943 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне майор Козьма Ермишин Воронеж фрончӗн 47-мӗш ҫарӗн 30-мӗш стрелоксен дивизийӗн 35-мӗш стрелоксен полкӗн командирӗн политика пайӗпе ҫумӗ пулнӑ.

Днепр ҫинчи ҫапӑҫура уйрӑмах палӑрнӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Ермишин батальонпа пӗрле Украина ССРӗн Киев облаҫӗн Канев районӗнчи Студенец ялӗ таврашӗнче (халь — Черкасск облаҫӗ) Днепр урлӑ каҫнӑ та юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарма ярса илме тата тытса тӑма унӑн ӗҫӗсене ертсе пынӑ, тӑшмана пысӑк ҫухатусем кӳнӗ. Ермишин яланах малти линире пулнӑ, нумай хутчен салтаксене тапӑнма ҫӗкленӗ.

1943 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Украинӑн Черкасск облаҫӗнчи Гельмязов ялӗнче пӗрлехи пытарура пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпарӗн 25-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Козьма Ермишин майора вилнӗ хыҫҫӑн Совет СоюзӗнПаттӑрӗн ятне панӑ.

Унсӑр пуҫне вӑл Ленин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

  • 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче Бобров шкул-интерначӗн ҫурчӗ ҫине Паттӑрӑн асӑну хӑмине ҫакнӑ, кунта 1914—1957 ҫулсенче Бобров педагогика училищи вырнаҫнӑ пулнӑ, Козьма Ермишин ҫав училищӗре вӗренсе тухнӑ[4].
  • Бобров хулинче Паттӑрӑн бюстне лартнӑ.
  • Ҫулсерен авӑнӑн 12-мӗшӗнче Бобров хулинчи шкулсенче тата библиотекӑсенче Козьма Ермишинӑн асӑну сехечӗсем ирттереҫҫӗ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермишин Козьма Козьмич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермишин Козьма Козьмич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Ермишин Козьма Козьмич. Наградной лист. Страницы:1.2.
  4. ^ Мемориальную доску Герою Советского Союза Козьме Ермишину открыли в Боброве(паллӑ мар). РИА Воронеж. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  5. ^ Краеведческий час памяти «Чтобы жили в памяти герои-земляки» (выр.). Централизованная библиотечная система Бобровского муниципального района (12 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.

Каçăсем